Çутă çул
+29 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Афган вăрçин ахрăмĕ
15 Нарӑсӑн 2019, 13:37

«Тăван киле, сад пахчине тĕлĕкре куратăп…»

Афган вăрçи пирĕн çемьере те йĕр хăварчĕ. Манăн атте — Туймуков Петр Клементьевич — 1981 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 1983 çулхи майăн 23-мĕшĕччен Афганистан республикинче служба иртнĕ.

Атте Юманлăх ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ачалăхĕ унăн савăнăçлă иртнĕ. Çулла вĕсем ашшĕпе пĕрле хурт пăхнă, çырла-кăмпа пуçтарнă. Тус-юлташĕсемпе вылянă, çара уран çăл патне чупнă.

Атте 1978 çулта шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Пелепейри машиностроительнăй техникума вĕренме кĕнĕ. Çулсем çитсен ăна салтака илнĕ. Çершывăн кăнтăр чиккисенчи сержантсем хатĕрлекен вĕренÿ танк пайне лекнĕ. Шăпа пÿрнĕ тăрăх, атте çав вăхăтри «хĕрÿ точкăра» — Афганистанра служба иртнĕ.

Малтан атте ахаль танкист пулнă. Çав çулах октябрĕн 13-мĕшĕнче ăна кĕçĕн сержант званине панă. «Малтанхи вăхăтра танк ертсе пыма хĕнччĕ, мĕншĕн тесен манран, ман ĕçсенчен танк экипажĕн пурнăçĕ кăна мар, ытти салтаксен пурнăçĕ те килетчĕ. Вĕренÿре пĕр тĕрлĕ, кунта вара чĕрĕ çынсем. Танкист пулма мана хытă шавлă условисенче танк ертсе пыма уçă хытă сасшăн суйларĕç», — каласа парать атте.

Çар тытăçăвĕсем çинчен тĕплĕнрех ыйтма тытăнсан çывăх çыннăн куçĕсем хурлăхпа тулаççĕ. Вăл çав вăхăта аса илме юратмасть. «Ывăлăм, вăрçăра пулса курнă çын унăн хăрушлăхне, пуçне хунă юлташĕсене нихăçан та манмасть, сывă юлма телей пÿрнисен туслă çыхăнăвне татса пулмасть, ан ман çакна…» — тет çеç атте. Шăпах Афганистанра вăл пурнăçпа туслăха чăннипе хаклама вĕреннĕ. Паянхи кунччен пĕрле служба иртнĕ ентешĕн, юлташĕн Марсель Кашаповăн туслăхĕпе мăнаçланать. Вĕсем пĕрле нумай чăтса ирттернĕ: тăшман енчен шăхăрса вĕçекен пульăсене те, снарядсем çурăлнине те, юлташĕсене çухатнине те.

Ыйхă килмен çĕрсенче вăл çывăх çыннисем патне çырусем çырнă: «Сывă-и, хаклă анне, атте, Сергей, Римма, Борис. Манăн пурте лайăх, часах киле таврăнăп. Тăван киле, сад пахчине тĕлĕкре куратăп. Кăçал унта пан улми чылай пулас. Тĕлĕкре те вĕсен шăршине туятăп. Анне, ан хуйхăр маншăн, эпĕ ырă-сывă таврăнатăпах…».

Манăн атте Афганистанра çар слубине мĕнле иртни çинчен Пишпÿлекри историпе таврапĕлÿ музейĕнче упранакан документсем çирĕплетсе параççĕ. Панджери ту хушăкне тăшманран ирĕке кăларнă чухне паттăрла ĕç тунине тĕплĕн çырса панă. «Уйрăм командирĕ П. Туймуков сержант хаяр çапăçура паттăрлăхпа çирĕп кăмăл кăтартнă. Тăшман вăйĕсемпе вут-çулăм точкисене тĕплесе çар машинине сыхласа хăварма пултарнă. 1983 çулхи мартăн 3-мĕшĕнчи СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Указĕпе çак паттăрла ĕçшĕн ăна патшалăх наградине пама тăратнă». Аттен кăкăрĕ çинче «Хастарлăхшăн» медаль çуталма тытăннă. Юлашки çулсенче ун çумне юбилей медалĕсем хушăннă.

Служба вĕçленсен атте тăванĕсем патне, тăван тăрăха ырă-сывă таврăннă. Анчах атте паянхи кунччен çав инçент çĕршыва тата унта тупнă тус-юлташĕсене манмасть. Кашни çул февралĕн 15-мĕшĕнче пĕрле служба иртнĕ тусĕсене шăнкăравлать, вĕсем пĕр-пĕрне саламлаççĕ, кашнин çĕнĕ çитĕнĕвĕсемшĕн савăнаççĕ. Пирĕн çемьере çак кун чи паллă тата пысăк пĕлтерĕшлĕ кунсенчен пĕри шутланать!

Дмитрий ТУЙМУКОВ.

Ермолкин ялĕ.
Читайте нас: