Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Афган вăрçин ахрăмĕ
18 Нарӑсӑн 2019, 13:17

ВĔСЕМ АФГАНА МАНАЙМĔÇ...

Февралĕн 15-мĕшĕнче Совет çарĕсене Афганистанран кăларнăранпа 30 çул пулчĕ.

Çак кунхине Пишпÿлекре асăнмалăх мероприятисем иртнĕ.

Асăну датине чысланă мероприятисем уяв умĕн пĕр кун маларах Афган вăрçинче пуçне хунă паттăрсен вил тăприйĕсем çинче пулса курнинчен пуçланнă. Февралĕн 15-мĕшĕнче Çĕршыв хÿтĕлевçисен паркĕнче Афганистанра пулнă ветерансем асăну хăми патне уявла лару-тăрура чечексем хунă. Çакăн хыççăн пуçтарăннисем районти Культура керменне куçнă. Пĕлтерĕшлĕ мероприятине пухăннисем тата чыслă хăнасем умĕнче район пуçлăхĕ Наиль Гатауллин, çар комиссарĕ Валерий Шарифуллин тата районти Афганистан вăрçин ветеранĕсен Совечĕн председателĕ Вильмир Ахметзянов сăмах каланă. Вĕсем пĕр шухăшлă пулса афганецсене çак пĕлтерĕшлĕ датăпа саламланă, хастар граждан позицишĕн тав тунă тата ветерансем çамрăк ăрăва патриот воспитанийĕ парассине тата вăрçăран таврăнман Пишпÿлек паттăрĕсем çинчен астăвăма сыхласа хăварассине малашне те хăйсен ĕлĕшне хывассине шаннине пĕлтернĕ.

Афганецсене чысласа Культура керменĕнче уяв концерчĕ иртнĕ. Культура керменĕн тата хăйпултарулăх артисчĕсем уява пуçтарăннисене Тăван çĕршыва юратнине, вăрçă çулĕсене нихăçан манманнине кăтартса паракан юрă-ташăпа савăнтарнă.

Пишпÿлек районĕнчен Афган вăрçине 118 çын хутшăннă. Вĕсенчен виççĕшĕ пуçĕсене паттăрла хурса каялла таврăнман. Çаксем вĕсем Владимир Исаев, Марсель Кашапов, Владимир Яколев. Паянхи кун тĕлне Пишпÿлек районĕнче Афган вăрçине хутшăннă 55 паттăр пурăнать.

Çавăнтанпа вăтăр çул иртнĕ пулсан та, килĕсене таврăнман салтаксен тăванĕсемпе çывăх çыннисен чĕринче ырату лăпланман. Афган вăрçи яланлăхах тÿрленми суран пулса юлĕ.

Афганистанра службăра пулнисен асаилĕвĕсемпе район хаçачĕн страницисенче паллашма пулать. .
Читайте нас: