Çутă çул
-3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Афган вăрçин ахрăмĕ
11 Нарӑсӑн 2020, 18:38

Афганистан характерне пиçĕхтернĕ

Пишпÿлекре пурăнакан Сергей Михайлов снайпер афган çĕрĕ çинче çар колоннисене сыхланă.

— Пирĕн çемье 1985 çулхи майра район центрне куçса килчĕ, ун чухне эпĕ тăххăрмĕш класс пĕтереттĕм, — аса илет Сергей Геннадьевич. — Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкул хыççăн Пишпÿлекри РТП ĕçе вырнаçрăм. Слесарь пултăм. 1987 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче манна тата пĕрле ĕçлекен тепĕр çичĕ качча хесмете кайма ят тухрĕ. Термез хулине çитрĕм, унта çамрăк салтак курсне иртрĕмĕр, присяга йышăнтăмăр. Шкулта вĕреннĕ чухнех ТОЗ-8 винтовкăран тĕл переттĕм, çавăнпа та тĕрĕслесе пăхнă хыççăн манна снайпера хатĕрлеме пуçларĕç. Тăватă уйăх иртсен бронетранспортерсемпе тата КАМАЗ автомобильсемпе Афганистана кайрăмăр.
Афган вăрçин ветеранĕпе калаçнă вăхăтра вăл цифрăсемпе фактсене снайпер пек тĕл калани тĕлĕнтерет. Кĕçĕн сержант Сергей Михайлов Афганистанри совет çарĕсен контингентĕнче пĕр çул та виçĕ уйăх та 15 кун службăра пулнă. Унăн хăйĕнпе пĕрле СВД снайпер винтовкине тата АК-74У автомата талăкĕпе илсе çÿремелле пулнă. Вăл пехотинецсемпе, десантниксемпе, танкистсемпе, разведчиксемпе колоннăсене хуралланă. Машинăсемпе тусем хушшинчи серпантинсемпе апат-çимĕç, боеприпас турттарнă. Душмансемпе перкелешнĕ çĕре хутшăннă. Çар унăн характерне пиçĕхтернĕ. Чаçе Афганистанран кăларсан вăл Иркутск облаçĕнчи Братск хулинче çар службин срокне вĕçленĕ. Килне 1989 çулхи майăн 10-мĕшĕнче таврăннă.
— Çар хыççăн Пишпÿлекри 149-мĕш профессии училищине пĕтертĕм, сварщик дипломне илтĕм. Ăçта кăна ĕçлемерĕм-ши кайран — виçĕ çул геодезистсем патĕнче, виçĕ çул районти сельхозхиминче, вунă çул таксинче. 2016 çулта хамăн автомастерскойне уçрăм.
Кăçалхи августăн 24-мĕшĕнче юратнă мăшăрпа Наталья Николаевнапа пĕрлешни 30 çул пулать. Андрей ывăл тата Елена хĕр ÿстертĕмĕр. Хамăр çуртра пурăнатпăр. Сад, пахча пур. Хĕлле те çулла та пулă тытма юрататăп. Çутçанталăка тата тискер чĕрчунсене юрататăп.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.
Читайте нас: