Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Афган вăрçин ахрăмĕ
16 Нарӑсӑн 2020, 16:03

Унăн ячĕ вилĕмсĕр

Вунă çула яхăн кĕрленĕ Афган вăрçи паян та халăх асĕнчех. Ăна нимĕнле те манаймăн хаяр çапăçусенче пин-пин салтак пуç хунă. 1979 çулхи раштавăн 25-мĕшĕнче совет салтакĕсене Афганистан çĕрĕ çине кĕртме пуçланă. Тепĕр вунă çултан çеç, 1989 çулхи февралĕн 15-мĕшĕнче, салтаксене каялла илсе тухнă. Унтанпа кăçал 31 çул çитрĕ.Февралĕн 15-мĕшĕнче Пăслăка Афган вăрçинче пуçне хунă Исаев Владимир Ивановича халалланă волейбол турнирĕ иртнĕ.

Унта 5 команда хутшăннă. Пĕрремĕш вырăна тата В.И. Исаев ячĕллĕ кубока Ермолкин команди тивĕçнĕ. Иккĕмĕш вырăнта Пăслăк команди, виççĕмĕшĕнче — Йăлпăлакри «Фаворит» команди.
Турнира хутшăннисем, шкул ачисем Егоровкăри Володя Исаев паркĕнче пулнă, вилтăпри çине чечек çыххисем хунă.
Володя Исаев 1961 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче Егоровка ялĕнче çуралнă. 1981 çулта çар тивĕçĕсене пурнăçлама кайнă. Афганистанра виçĕ уйăх, душмансен пули унăн пурнăçне вăхăтсăр татиччен, служба иртнĕ.
Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тивĕçнĕ.
Читайте нас: