Çутă çул
+20 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Афган вăрçин ахрăмĕ
16 Нарӑсӑн 2022, 09:49

Паттăрсене манмаççĕ

Ĕнер районта воин-интернационалистсене халалланă мероприятисем иртрĕç.

Паттăрсене манмаççĕ
Паттăрсене манмаççĕ

Ĕнер районта воин-интернационалистсене халалланă мероприятисем иртрĕç. Район делегацисенчен пĕри Афганистанра пуçне хунă Володя Исаевăн асăну хăми патне чĕрĕ чечексем хунă.

Юрий Александрович Васильев, Пăслăк ял совечӗн пуҫлӑхӗ каласа парать:

— Кӑҫал эпир Пăслăкри вӑтам шкулти вӗренекенсене ҫарпа патриотизм мероприятине явӑҫтармарӑмӑр. Володя Исаев кӳршӗри Егоровкӑра ҫуралса ӳснӗ, вӑл Пăслăкри шкулта вӗреннӗ. Унтан вӑл райцентрта вӗреннӗ. Кашни ҫулах Пишпÿлекри 1-мĕш вӑтам шкултан педагогсемпе вӗренекенсен пысӑк делегацийӗ В. Исаев ячӗллӗ паркри герой палӑкӗ патне чӗрӗ чечексем хума пыратчĕç. Хальхинче вӗсене те пӑшӑрхантармарӗҫ. Егоровка ялӗнчи вилтапри патне пыракан çула та хамăр тасатрăмăр. Володя Исаев паркӗнче постамент тавра та юра тасатнӑ. Эпир ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансен, уйрӑмах ҫамрӑксен тата ҫитӗнекен ӑрусен ӑс-тӑнӗпе чӗринче пирĕн ентешсем хӑйсен пурнӑҫӗпе, тĕпрен илсен, Володя Исаев тунӑ ĕлĕше упрама тӑрӑшатпӑр. Пире ҫакна тума Афганистан ветеранӗсем те пулӑшаҫҫӗ. Пăслăк ял советӗнчен Афганистанра ҫар ҫапӑҫӑвӗсене ултӑ ҫын хутшӑннӑ.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Владимир СМОЛОВ.

 

Паттăрсене манмаççĕ
Паттăрсене манмаççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: