Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Афган вăрçин ахрăмĕ
15 Нарӑсӑн 2023, 10:57

Вунӑ ҫула яхӑн ҫапӑҫусем, юн, хăрушлăх, паттӑрлӑх пулнӑ…

2023 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнче Совет ҫарӗсене Афганистанран кăларнăранпа 34 ҫул ҫитет.

Вунӑ ҫула яхӑн ҫапӑҫусем, юн, хăрушлăх, паттӑрлӑх пулнӑ…
Вунӑ ҫула яхӑн ҫапӑҫусем, юн, хăрушлăх, паттӑрлӑх пулнӑ…

2023 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнче Совет ҫарӗсене Афганистанран кăларнăранпа 34 ҫул ҫитет. 1989 ҫулхи февраль уйӑхӗччен вунӑ ҫула яхӑн вӑрҫӑ, вунӑ ҫула яхӑн ҫапӑҫусем, юн, хăрушлăх, паттӑрлӑх пулнӑ. Афган сӑрчӗсене пульӑсемпе осколоксем шӑтарса пӗтернӗ, мирлӗ кишлаксене хӳтӗленӗ, çăксене сыхланӑ чухне пирӗн хальхи ҫамрӑк салтаксемпе офицерсен чи лайӑх енӗсем палӑрнă.

Иттихатпа Усак-Кичу ялӗнчен афган вӑрҫи витӗр нумай ҫамрӑк иртнĕ. Февралӗн 14-мӗшӗнче Усак-Кичури вăтам шкулта "Чӗрӗ астăвăм" хастарлӑх урокӗ иртнӗ, ҫамрӑксемпе ĕçлекен специалист А.Д.Зиганшина воспитани енӗпе ӗҫлекен директор советникӗпе Г.М. Шигаповапа пӗрле, афган вӑрҫи хыççăнхи ӗҫӗсем ҫинчен, хӑйсен патриотла тивӗҫне пурнӑҫланӑ хамӑр ентешсем ҫинчен, тӑван килне нихҫан та таврӑнман геройсем ҫинчен каласа панă.

#БижбулякскийРайон
#АфганистанНашаПамятьИболь
#МыЗаРодину
#МыПатриотыРоссии

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен «Вектор» центрĕн социаллă сетьри страницинчен.

 

Вунӑ ҫула яхӑн ҫапӑҫусем, юн, хăрушлăх, паттӑрлӑх пулнӑ…
Вунӑ ҫула яхӑн ҫапӑҫусем, юн, хăрушлăх, паттӑрлӑх пулнӑ…
Вунӑ ҫула яхӑн ҫапӑҫусем, юн, хăрушлăх, паттӑрлӑх пулнӑ…
Вунӑ ҫула яхӑн ҫапӑҫусем, юн, хăрушлăх, паттӑрлӑх пулнӑ…
Вунӑ ҫула яхӑн ҫапӑҫусем, юн, хăрушлăх, паттӑрлӑх пулнӑ…
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: