Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Афган вăрçин ахрăмĕ
16 Нарӑсӑн , 12:45

Пишпÿлек районӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллӑ тунă

2024 ҫулхи февралӗн 16-мӗшӗнче, Пишпÿлекре Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнине халалланӑ митинг пулнă.

Пишпÿлек районӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллӑ тунă
Пишпÿлек районӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллӑ тунă

Паян, 2024 ҫулхи февралӗн 16-мӗшӗнче, Пишпÿлекре Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçисен паркӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнине халалланӑ митинг пулнă. Мероприятие ҫапӑҫӑва хутшӑнакансем, район администрацийӗн представителӗсем, организацисен ертӳҫисем, район ветеранӗсен канашӗн, ӗҫ коллективӗсен, ҫамрӑксен "Вектор" центрĕн, "Ҫамрӑк Гварди" представителӗсем, сÿрĕк мар кăмăллă ҫынсем пухӑннӑ.
Афганец-воинсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш заместителӗ, ял хуҫалӑх управленийӗн начальникӗ Артур Галеев, районти ҫар комиссарӗ Салават Абдуллин сăмах каланă. Вӗсем интернационалист-воинсене Афганистанран ҫарсем илсе тухнӑ кунранпа 35 ҫул тултарнӑ ятпа саламланă, халӑх вӗсен паттӑрлӑхне асра тытнине, хисепленине палӑртнă. Ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав тунă. Афганри событисен ветеранӗсене сывлӑх тата ырлӑх суннă.
Тата Афганистанри ҫапӑҫусен общество канашӗн председателӗ Вильмир Ахметзянов Афган вăрçине хутшӑнакансене саламлă ӑшӑ сӑмахсем каланă.
Хӑйсен интернационаллӑ тивӗҫне пурнӑҫласа каялла таврӑнманнисене халалласа пӗр минут чӗнмесӗр тӑнă. Мероприяти пуçне хунă салтак-интернационалистсене асӑнса лартнă мемориал умне чечексем хунипе тата асӑнмалӑх пӗрлехи сӑнӳкерчӗк ÿкнипе вӗҫленнӗ.

Митинг вӗҫленнӗ хыҫҫӑн йӑлапа афганецсем ҫар комиссариачӗпе район администрацийӗн представителӗсемпе пӗрле Марсель Кашаповӑн, Владимир Исаевӑн тата Владимир Яковлевӑн интернационаллӑ тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне пуçне хунă ҫынсен вилтӑприсем ҫине пуҫ кӑшӑлӗсем хума Дюсяна, Егоровкӑна тата Вишневкăна кайнă.

Ирина ФОМИНА.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Ирина Фомина.

 

Пишпÿлек районӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллӑ тунă
Пишпÿлек районӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллӑ тунă
Пишпÿлек районӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллӑ тунă
Пишпÿлек районӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллӑ тунă
Пишпÿлек районӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллӑ тунă
Пишпÿлек районӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллӑ тунă
Пишпÿлек районӗнче совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухнӑранпа 35 ҫул ҫитнине паллӑ тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: