Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та

«Пирĕн Çĕнтерÿ кунĕ» акцие Удмурти хутшăнать

Паян Аслă Çĕнтерÿ 75 çул тултарнине халалланă юрă марафонне Удмурти хутшăнать.

Ижевскра халăх акцине республикăри чи паллă коллектив — Академиллĕ хор капелли — хутшăннă. Çакăн пек йышлă шутпа артистсем республикăра самоизоляци режимне кĕртиччен пуçтарăннă.
Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче Удмурти Совет Союзĕн çарпа промышленнăç базисенчен пĕри пулса танă. Мускавран, Киевран, Тулăран, Харьковран тата ытти хуласенчен эвакуациленĕ 50 ытла предприяти çак республикăра Çĕнтерĕве туптанă. Ижевскри завод кăна 11 миллион ытла винтовкăпа карабин туса кăларнă. Çакă Германи промышленноçĕ туса кăларнă хĕç-пăшалтан нумайрах. Атăлçи федераллĕ округри РФ Президенчĕн полномочиллĕ представителĕн аппарачĕ пуçарса янă «Пирĕн Çĕнтерÿ кунĕ» акци округра апрелĕн 25-мĕшĕнче пуçланнă. «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра Мордови тата Марий Эл коллективĕсем юрланă.
Удмурти эстафетăна Пушкăртстана парать.
Видеороликсене курма тата итлеме округри телерадиокомпани эфирĕсенче тата ВКонтакте, Фейсбук, Одноклассники социаллă сетьсенче #песнипобедыПФО, #нашденьпобеды хештегсемпе пулать.
Читайте нас: