Çак акци тĕлне ятарласа пурте пĕлекен юрра пушкăрт чĕлхине куçарнă. Куçару авторĕ писатель тата общество деятелĕ Гузаль Ситдыкова ăнлантарнă тăрăх, çак юрра вăл 45 çул каярах пуçласа илтнĕ хыççăнах килĕштернĕ.
— Юррин сăмахĕсемпе кĕвви мана чĕрене пырса тиврĕç, — аса илет вăл. — Ăна пушкăрт чĕлхине куçарма сĕнсен кăштах çухалса кайрăм. Çак юрăри сăмахсенче ырату, савăнăç тытăнса тăрать. Тăван чĕлхепе те çак кăмал-туйăма кăтартса памалла-çке. Эпĕ куçарни килĕшнĕшĕн савăнатăп. Малашне çитес ăрусем Çĕнтерÿ юррине вырăсла кăна мар, пушкăртла та юрласса шанатăп.
Чаплă юрра юрлама Уфари Çĕнтерÿ паркĕнче халăх хорĕ пухăннă, вĕсемпе пĕрле Пушкăртсан Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, ПР Наци симфони оркестрĕн директорĕ Артур Назиуллин, Пушкăртстан Республикин халăх артистки, М. Карим ячĕллĕ Наци çамрăксен театрĕн артистки, ПР Патшалăх Пухăвĕн — Курултайĕн депутачĕ Рушана Бабич, БСТ телеканал ведущийĕ Фаягуль Давлетьярова тата паллă музыкант Загир Зайнетдин хутшăннă.
Зайнетдин каланă тăрăх, вăл çак юрра хăйĕн тăванĕсене, Çĕнтерĕве çывхартнă ентешесене асăнса юрланă.
Пушкăртстанран фронта 700 пин ытла çын кайнă, 322 пин ытла çын пуçне хунă е хыпарсăр çухалнă. 200 пин ытла çар служащине орденсемпе тата медальсемпе наградăланă. Вĕсен шутĕнче 295 Совет Союзĕн Геройĕ тата 46-шĕ — Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ. 2020 çулта Раççей Геройĕн ятне 112-мĕш Пушкăрт кавалери дивизин генерал-майорĕ Минигали Шаймуратов тивĕçнĕ. Вăрçă вăхăтенче республикăна эвакуаципе 280 пин çын килнĕ тата 170 ытла промышленность предприятийĕ куçарнă. Уфари мотор тăвакан завод самолетсем валли 51 пин ытла авиамотор тунă. Пушкăртстан 5 млн ытла тонна нефть кăларнă тата 160 млн пăт çăкăр туса илнĕ.
Пирĕн республикăна юра эстафетине Удмурти панă. Атăлçи регионĕсенче ÿкернĕ видеороликсене ютуб каналсенче тата социаллă сетьсенче #песнипобедыПФО, #нашденьпобеды хештегсемпе кĕрсе пăхма пулать.