Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та

«Çак куна кунта пурте çывхартнă»

#песнипобедыПФО, #нашденьпобедыСамара облаçĕ «Пирĕн Çĕнтерÿ кунĕ» юрă марафонне паян хутшăнать.

Юра акцийĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ çулталăкра Атăлçи федераллĕ округра пурăнакансене пурне те пĕрлештерет. Самара облаçĕн географи чикки чĕре ÿкерчĕкне аса илтерет, паян çав «чĕре» «Пирĕн Çĕнтерÿ кунĕ» масштаблă патриот акцине хутшăнакансемпе пĕрле шаккать. Область эстафетăна Пушкăртстан Республикинчен йышăннă тата вĕсем аслă юрра вăрçăра пуçне хунисене тата сывă таврăннисене асăнса миллионшар çынна пĕрлештернине шанать. Республикăсемпе облаçсен юрă коллективĕсем «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра юрланине апрелĕн 25-мĕшĕнчен вырăнти, федераллĕ телеканалсемпе радиосанцисенче, #песнипобедыПФО, #нашденьпобеды хештегсемпе социаллă сетьсенче пăхма пулать.
Кашни кун акцие çĕнĕ регион хутшăнать, майăн 9-мĕшĕнче — Çĕнтерÿ кунĕнче — юрра марафона хутшăннă мĕнпур коллективсем юрлаççĕ. ПФО регионĕсенче юрă коллективĕсен выступленине февральте — март пуçламăшĕнче ÿкернĕ. Самара облаçĕнчен проекта чаплă творчество коллективĕ — П.М. Милославов ячĕллĕ вырăс халăх хорĕ тăратнă. Коллектив директорĕ Виталий Натаров каланă тăрăх, халăх акцине хутшăнни вĕсемшĕн чыс.
Эстафетăна Тутарстан Республикине парса самарăсем ентешĕсене чĕнсе каланине çырнă. Куйбышев облаçĕнчен фронта çур миллиона яхăн çын кайнă, кашни иккĕмĕшĕ каялла таврăнман. Куйбышев вăрçă вăхăтĕнче «çĕршывăн запас тĕп хули» ятне илнĕ, ун çинчен пĕтĕм тĕнче пĕлнĕ. Шăпах кунта Ил-2 самолетсем кăларнă тата Сталинăн бункерне туса лартнă. Куйбышевра пурăнна чух Шостакович Çиччĕмĕш симфонине çырса пĕтернĕ. Советинформбюрон дикторĕ Юрий Левитан пĕтĕм тĕнчене хыпарсем çакăнтан пĕлтерсе тăнă. 1941 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнчи çар парачĕ вăрçă вăхăтĕнчи чи паллă событисенчен пĕри пулнă.
Читайте нас: