Çутă çул
+16 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та

Пенза облаçĕ «Пирĕн Çĕнтерÿ кунĕ» юрă марафонне малалла илсе пырать

#песнипобедыПФО, #нашденьпобеды Паян, майăн 5-мĕшĕнче, Пенза облаçĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернин 75 çулĕ тĕлне РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ Представителĕн аппарачĕ пуçарса янă «Пирĕн Çĕнтерÿ кунĕ» масштаблă акцине хутшăнать. Пенза облаçĕ эстафетăна Чăваш Республикине панă май хайсен ентешĕсем патне кĕске чĕнÿ çыртарнă: вăрçă çулĕсенче Пенза облаçĕнчен фронта 300 пин ытла çын кайнă, 190 пин çын çапăçу хирĕсенчен таврăнайман. 1945 çулхи майра Рейхстаг çинче «Эпир Пензăран!» тесе çырнă. Çак сăмахсене Пенза облаçĕнче пурăнакансем, пĕчеккисенчен пуçласа ваттисем таранччен, паян та мăнаçланса калаççĕ. Çĕнтереве фронтра çеç мар, тылра та туптанă. Вăрçă вăхăтĕнче Пенза облаçĕ эвакуациленĕ промышленнăçăн пысăк пункчĕ пулса тăнă. Пенза завочĕсенче минăсем, авиабомбăсем, артиллери снарячĕсем туса кăларнă. Регионтан фронта самолетсен деталĕсене, пăймасем, йĕлтĕрсем, пустав ăсатнă. 2020 çулта Пенза «Город трудовой доблести» хисеплĕ ят илме пултарать.

Пенза облаçĕнче çак проекта Раççейĕн искусствăн тава тивĕçлĕ деятелĕ Владимир Каширский ертсе пыракан Губернатор симфони капелли хутшăнать.
Республикăсемпе облаçсен юрă коллективĕсем «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра юрланине вырăнти, федераллĕ телеканалсемпе радиосанцисенче, #песнипобедыПФО, #нашденьпобеды хештегсемпе социаллă сетьсенче пăхма пулать.

#годпамятииславы

#75летпобеды

Читайте нас: