Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та

Киров облаçĕ «Пирĕн Çĕнтерÿ кунĕ» юрă марафонне хутшăннă

#песнипобедыПФО #нашденьпобедыАслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне чысланă проекта кашни кун ҫӗнӗ регион хутшӑнать.

Паян, майăн 7-мĕшĕнче, Атăлçи федераллĕ округра Раççей Федерацийĕн полномочлă представителĕн аппарачĕ пуçарнипе пуçланнă масштаблă «Пирĕн Çĕнтерÿ Кунĕ» акцие Киров облаçĕ хутшăнать.

Проект йĕркипе Атăлçи федераллĕ округри 14 регионра пуринче те Давид Тухмановпа Владимир Харитоновăн чапа тухнă «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра тăван чĕлхисемпе юрлаççĕ. Кировсем эстафетăна Чăваш Енрен йышăннă. Киров облаçĕн юрăçисем чаплă юррăн хăйсен видеоверсине тăратнă.

Кировра Ĕмĕрхи вут мемориалĕнче — вăрçă геройĕсене чыслакан вырăнта самоизоляци йĕрки пуçланиччен ÿкернĕ.

— Акци тĕрлĕ жанр юрăçисене пĕр коллектива пĕрлештерчĕ. Халăх тата эстрада юрăçисем, медиа çыннисем, актерсем пурте пĕрле юрларĕç, — каласа парать Киров облаçĕн культура министрĕ Татьяна Мазур. — Ыран эстафетăна Оренбург облаçĕ йышăнать. Майăн 9-мĕшĕнче чаплă юрра проекта хутшăннă мĕнпур коллективсем юрлаççĕ.

Киров облаçĕнче Çĕнтерÿ гимнне «Дивертисмент» юрă коллективĕ, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, халăх творчествин «Слобода» фольклор ансамблĕн ертÿçи Ирина Холманских, Вятка филармонийĕн солисчĕ, юрăсен авторĕ Константин Юдичев, «Киров облаçĕн çулталăкри вĕрентекенĕ» конкурс çĕнтерÿçи Ирина Беляева, «Вятка» КВН командин членĕсем тата ыттисем юрланă.

— Проекта хутшăнасси пирки пĕр минут та иккĕленмерĕм, — каласа парать команда капитанĕ Дмитрий Бушуев. — Вăхăт иртнĕ май, пурнăçра пурне те укçапа кăна виçмелле маррине ăнланатăн. Патриотизм туйăмĕ пуринчен те вăйлăрах. Пысăках мар хамăн ĕлĕше хывнăшăн савăнатăп.

Вăрçă вăхăтĕнче Киров облаçĕнчен фронта 600 пине яхăн çын кайнă, 250 пин ытларахăшĕ каялла таврăнман. 200 ытла Киров облаçĕн çынни Совет Союзĕн Геройĕ ята тивĕçнĕ. Регион шанчăклă тыл пулнă — кунта çĕршер предприятие эвакуациленĕ. Кĕске вăхăтра производствăна кĕвĕлесе янă, фронта çĕршер пин снаряд, танксемпе «Катюша» янă. Вятскополянски машина тăвакан завод вăрçă вăхăтĕнче 2,5 миллион чапа тухнă ППШ — Шпагин пистолет-пулеметне — кăларнă. Пĕрремĕш пистолет-пулеметсесене 1941 çулхи ноябрь вĕçĕнче фронта ăсатнă. Вятка çĕрĕ 200 ытла ача-пăча интернатĕнчен 23 пин ачана йышăннă. Малтисенчен пĕри Рейхстаг çийĕн ялав çакнă Григорий Булатов Киров çынни пулнă. Вăл историе «Çĕнтерÿ ялавçи» пулса кĕрсе юлнă.

Акцие Мордови, Марий Эл, Удмурти, Пушкăртстан, Чăваш Ен, Тутарстан республикисем, Самара, Нижний Новгород, Саратов, Ульяновск, Пенза облаçĕсем, Пермь крайĕ хутшăннă.

Республикăсемпе облаçсенчи пултарулăх ушкăнӗсен юррисене вырӑнти телеканалсемпе радиостанцисенче апрелӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 8-мӗшӗччен ҫавӑрттараҫҫӗ.

#песнипобедыПФО #нашденьпобеды хештегсемпе кĕрсе мĕнпур роликсене пăхма пулать.

Читайте нас: