Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та

Оренбург облаçĕ «Пирĕн Çĕнтерÿ кунĕ» юрă марафонне йышăннă

Оренбург облаçĕ Атăлçи регионĕсен юрă марафонне хутшăннă 14-мĕш регион пулса тăнă.

Паян, майăн 8-мĕшĕнче, Оренбург облаçĕ Киров облаçĕнчен «Пирĕн Çĕнтерÿ кунĕ» юрă марафонĕн эстафетине йышăнса Давид Тухмановпа Владимир Харитоновăн «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра мăнаçлăн юрлать. Сăваплă уяв умĕн Атăлçи округĕнче пурăнакан çынсем юрра Оренбургри патшалăх академи вырăс халăх хорĕ халăх умне тăратать.

Атăлçи федераллĕ округа кĕрекен 14 регионри паллă творчество коллективĕсем икĕ эрне тăршшĕпе пурте юратакан тата халăх юррине çаврăннă «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра пĕр-пĕрне панă. Çак вăхăт тăршшĕнче юрă темиçе чĕлхепе янăранă, вĕсенчен кашнине нумай нациллĕ Оренбуржье ăнланса йышăнать. Юрă марафонне Мордови Республики пуçарса янă.

— Эпир эстафетана мăнаçланса йышăнатпăр. Хорпа пĕрле Давид Тухмановăн чаплă копмозицине юрласан кашнинче чун пăлханса каять. Паллах, тĕлĕнмелле юрă вăл. Унти кашни сăмах пирĕн, чĕрене çывăх, ăна юрланă май хамарăн халăхшăн, çĕршывшăн, фронтра пулнă кашни салтакшăн тата тылра ырми-канми вăй хунисемшĕн мăнаçланатăн, — тет коллектив солисчĕ Владимир Решетков. — Коллектив çак юрра 25 çул тăршшĕ юрлать. Ăна ăруран ăрăва типтерлĕ паратпăр. Кашни артист ăна чунне парать.

Оренбург Аслă Çĕнтерĕве пысăк ĕлĕш хывнă. Ăслă Отечественнăй вăрçă фрончĕсенче 411 пин çын Оренбург облаçĕнчен пулнă, вĕсенчен 187 пинĕшĕ çапăçу хирĕнче выртса юлнă. 43 çын Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем пулса тăнă, 235-шĕ Совет Союзен Геройĕ ята тивĕçнĕ, 65 пин ытларахăшне «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланă.

Оренбург облаçне 90 предприяти эвакуациленĕ. Кунтан фронта 1595 самолет тата темиçе пин деталь кайнă. Вăрçă вăхăтĕнче Оренбург çĕрĕ эвакуаципе килнĕ 240 пин çыншăн иккĕмĕш кил пулса тăнă. 4 çул тăршшĕнче хула госпиталĕсене 28095 аманнă салтак килнĕ. Патшалăха 124 млн пăт тырă, 6,2 млн пăт аш-какай тата ытти ялхуçалăх продукцийĕ панă.

Юрă марафонне йĕркелекенсен тĕп тĕллевĕ — юра эстафетине регионтан региона парса пĕтĕм халăха пĕрлештересси — пурнăçланчĕ. Темиçе кун тăршшĕнче юрă ăстăн вăйне тĕреклетрĕ. Çак юрă тахçантанпах уявăн тĕп символĕсенчен пĕри пулса тăрать.

Творчество коллективĕсен выступленине самоизоляци режимне кĕртиччен ÿкернĕ. Халĕ, чикĕсем лартнă вăхăтра çак юрра юрлани уйрăмах чĕрене пырса тивет.

Акцие Мордови, Марий Эл, Удмурти, Пушкăртстан, Чăваш Ен, Тутарстан республикисем, Самара, Нижний Новгород, Саратов, Ульяновск, Пенза облаçĕсем, Пермь крайĕ, Киров облаçĕ хутшăннă.

Республикăсемпе облаçсенчи пултарулăх ушкăнӗсен юррисене вырӑнти телеканалсемпе радиостанцисенче апрелӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа майӑн 8-мӗшӗччен ҫавӑрттараҫҫӗ. Вĕсене темиçе миллион çын пăхнă тата артистсемпе пĕрле юрланă.

#песнипобедыПФО #нашденьпобеды хештегсемпе кĕрсе мĕнпур роликсене пăхма пулать. Радиоверсине «Маяк», «Радио России» радиосенче итлеме пулнă.

Читайте нас: