Çутă çул
+3 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
3 Апрелӗн 2019, 14:26

Эсир «вӑрттӑн чӗлхепе» калаҫнӑ-и?

Вун икӗ-вун тӑватӑ ҫулхи ачасем ыттисем хушшинче хӑйсене уйрӑмрах тытаҫҫӗ. Вӗсем ӗнтӗ «пӗчӗккисен» сӑвви-юррисене пӑрахаҫҫӗ, хӑйсен вӑййи-куллипе пурӑнаҫҫӗ. Калаҫасса та вӗсем хӑйсен ушкӑнӗнче ыттисем ӑнланмалла мар, «вӑрттӑн чӗлхепе» калаҫаҫҫӗ.

Чӑваш ачисен сӑмахсене урӑхлатса каламалли мелсем чылай:

1. Сӑмах умне кӗске сыпӑк кӗртсе лартни: Ҫеап ҫетра ҫена ҫекӑ ҫева ҫекал ҫеку ҫетӑн ҫечӑм ҫенӑ (Аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ).

2. Сӑмах варрине кӗске сыпӑк кӗртсе лартни: Хуснара ласнаша хартсналаснатать (Хура лаша хартлатать).

3. Вӑрӑм сыпӑк сӑмаха пайлать: Вереэп вереир верешку верела верекай верерӑ веремӑр (Эпир шкула кайрӑмӑр).

4. Улшӑнакан сыпӑк сӑмаха икӗ вӗҫӗнчен хупӑрласа тӑрать: Нуҫюрлаҫна, нуҫинкеҫне, нуҫюррунаҫна (Юрла, инке, юрруна).

5. Сӑмах пайӗсене (сыпӑкӗсене) ылмаштарни: Янпа раклуб церткон латьпу (Паян клубра концерт пулать) т.ыт.те. // Канюков В.Я. Ача-пӑча сӑмахлӑхӗ. - Шупашкар, 1964.
Читайте нас: