Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
2 Июлӗн 2019, 18:24

Пишпÿлекре Çамрăксен кунĕ савăнăçлă та хаваслă иртнĕ

Шăматкун Пишпÿлекре Çамрăксен кунне палăртнă.

Ирхинерен спорт площадкинче районти 11 команда мини-футбол турнирне пуçтарăннă. Футболистсем чарăнмасăр çăвакан çумăра пăхмасăр вылянă. Хĕрÿ вăйăра çентерÿçĕсем палăрнă: 1-мĕш вырăн — «Али» (Пишпÿлек), 2-мĕш вырăн — «Динамо» (Пишпÿлек), 3-мĕш вырăн — «Йăлпăлактамак».

Каçхине Пишпÿлек çамрăк, хастар, пурнăçа юратакан çынсен пĕчĕк çĕршывне çаврăннă. Уява пĕчĕккисем те, çамрăксем те, чунĕпе çамрăк çитĕннĕ çынсем те хутшăннă. Каçхи программа пĕр вăхăтрах виçĕ лаптăк çинче пуçланнă. Парк умĕнчи лаптăкра автоквеста хутшăнма кăмăл тунă 11 команда пухăннă. Культура керменĕ умĕнчи тĕп лаптăкра «Хăрушлăхсăрлă каникулсем» канмалли çемье кунĕ иртнĕ. Культура керменĕн сцени армспорт турнирĕн лаптăкне çăврăннă.

Çак кун чи ăшă та кăмăллă сăмахсем çамрăксем валли янăранă. Район администрацин пуçлăхĕн кадр тата социаллă ыйтусем тĕлĕшпе ĕçлекен çумĕ Артур Зарипов праçнике уявла лару-тăрура уçнă май пурне те Çамрăксен кунĕпе саламланă тата «Вектор» çамрăксен центрĕн специалисчĕсене Хисеп хучĕсемпе тата Тав çырăвĕсемпе палăртнă. Телейлĕ çамрăк çемьесем вăрах кĕтнĕ хваттерсенчен çăраççисем илнĕ. Республика конкурсĕсене хутшăннисене те манман, вĕсем те хисепе тивĕçнĕ.

Уявăн чăн илемĕ районти 2019 çулхи медалистсен балĕ пулса тăнă. Вĕсем тĕп площаде спонсорсем тăратнă чаплă лимузинпа килсе çитнĕ. Унта вĕсене çамрăк гусарсем ылтăн çăлтăрсемпе кĕтсе илнĕ. Пухăннисем вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тунă ĕнерхи шкул вĕренекенĕсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илнĕ. Вĕсене район администраци пуçлăхĕн Тав çырăвĕсемпе чысланă. Юлашкинчен çамрăксем вальс ташланă, унтан лимузинпа Пишпÿлек тăрăх круиза кайнă.

Коляскăсен парачĕ тата Уфа хулинчен килсе çитнĕ хăнасем хутшăннă байк фестивалĕ уява малалла тăснă. Конкурссене хутшăннисене Хисеп хучĕсем, парнесем, укçан парнесем тата чи тутлă кучченеç — Пишпÿлек лимонадне панă.

Çур çĕрччен пухăннисене Культура керменĕн рок музыканчĕсем савăнтарнĕ. Уявăн кульминацийĕ «ТНГ-строй» ООО спонсор йĕркеленĕ çĕрлехи тÿпене çутатнă фейерверк пулса тăнă.

Çамрăксен кунĕ хаваслă ташă каçĕпе вĕçленнĕ.
Читайте нас: