Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
16 Октябрӗн 2019, 16:32

Вĕренÿре те, спортра та маттур

Пăслăкри Кристина Никифорова республика Пуçлăхĕпе Радий Хабировпа тĕлпулура пулнă.Республика кунне палăртнă уявра Пăслăкри Константин Иванов ячĕллĕ вăтам шкулти 11 класра вĕренекен Кристина Никифорова пулнă. Ăна тăван чĕлхипе литература республика олимпиадинче çĕнтернĕшĕн çак чыс пÿрнĕ.

— Вĕренекенсен çитĕневĕсенче яланах вĕрентекенĕн тивĕçĕ пысăк, — тет Кристина. — Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Зинаида Федоровна Тимофеева пулăшман пулсан, çакнашкал кăтарту пулмĕччĕ.

Аслă класра вĕренекен хĕр Уфари «Торатау» Конгресс-холра ытти пултаруллă ачасемпе пĕрле ПР Пуçлăхĕпе Радий Хабировпа тĕл пулнă. Хĕрача шкул хыççăн МВД енĕпе вĕренме кĕресшĕн, вăл экзамен пама çине тăрса хатĕрленет тата спортпа туслă. Пишпÿлекри «Батыр» атлет-клубра тăрать. Армрестлингпа ПР Илиш районĕнче иртнĕ зона ăмăртăвĕнче хăйĕн виçе категоринче пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Владимир СМОЛОВ.

Кристина Никифорован архивĕнчен илнĕ сăнÿкерчĕк.
Читайте нас: