Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
11 Декабрӗн 2019, 15:05

Çĕршывăн пуласлăхĕ волонтерсенче

Декабрĕн 5-мĕшĕнче Раççейри мĕнпур регионсенче «Добрые уроки» акци пуçланнă

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе килĕшÿллĕн, декабрĕн 5-мĕшне Доброволецсен (волонтерсен) Наци кунĕ тесе пĕлтернĕ.
2019 çулта акци декабрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен пырать. Унăн тĕп тĕллевĕ — çамрăксен граждан хастарлăхне ÿстересси, доброволецсен юхăмне шкул ачисем хушшинче анлă сарасси.
Декабрĕн 5-мĕшĕнчен районти мĕнпур шкулсенче «Ырă урокĕсем» акци йĕркипе «Волонтеры будущего» фильм кăтартаççĕ. Унта доброволецсен ĕç-хĕлĕ çинчен каласа панă, волонтерсем çутçанталăка упрани, сусăр çынсене пулăшни, килсĕр чĕрчунсене хÿтĕлени тата ытти çинчен кăтартнă. Ачасем фильма пăхнă хыççăн анкета çыраççĕ, хăйсен шухăшне пĕлтереççĕ.
Ачасене «Ты решаешь!» программăпа, «Добровольцы России» ЕИС порталпа паллаштараççĕ. Тĕпленрех пĕлес тесен www.волонтерыбудущего.рф сайта кĕмелле.
Галина КУДРЯШОВА,
çамрăксен «Вектор» центрĕнчи халăхпа ĕçлекен специалист.
Читайте нас: