Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
19 Декабрӗн 2019, 18:10

Евгения мотоциклпа Владивостокран Мускава çитме палăртнă

Халӗ Евгения Дагестана ҫитнӗ

Чӑваш Ен хĕрĕ Евгения Чебанева Мускав облаҫӗнче ӗҫленӗ.
Анчах вӑл тĕлĕнмелле йышӑну тунӑ: ӗҫрен тухса кайнӑ та хӑйӗн юратнӑ мотоциклӗпе тӗнче курма тухса кайнӑ. Халӗ Евгения Дагестана ҫитнӗ.
Женя ҫула чӳкӗн 19-мӗшӗнче тухнӑ. Вӑл Мускаври Хӗрлӗ тӳремрен ҫула кайнӑ. Дагестана пӗр эрне каялла ҫитнӗ. Унӑн пӗтӗмӗшле маршручӗ 150 пине яхӑн ҫухрӑмпа танлашӗ.
Евгения Владивостокран Мускава ҫитме палӑртнӑ. Сӑмах май, 30 ҫулти хӗр унччен те ҫулҫӳревсенче пулнӑ. 2017 ҫулта Мускавран Владивостока ҫитнӗ, пӗлтӗр вара Мускавран Ямбург тата Вӑтам Ази урлӑ Сочине кайнӑ.
Читайте нас: