Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
23 Декабрӗн 2019, 20:15

Çĕнĕ çулхи елкăра

Пирĕн районтан Уфари тĕп елкăра тăватă ача пулнă

Декабрĕн 20-мĕшĕнче «Пушкăртстан» патшалăх концерт залĕнче республикăн Тĕп елки иртнĕ.
Çĕнĕ çулăн тĕп уявне вĕренÿ отличникĕсене‚ олимпиадисемпе спорт ăмăртăвĕсен çĕнтерÿçисене‚ художествăлла пултарулăх фестивалĕсен лауреачĕсене‚ çар çыннисемпе шалти ĕçсен органĕнче хĕсметре тăракансен (çар тивĕçне пурнăçланă вăхăтра пуçне хунисен)‚ укçа-тенкĕ енчен çителĕксĕр нумай ачаллă çемьесен тата сусăр ачасене йыхравланă. Уява 780 ача хутшăннă. Вĕсен шутĕнче — Йăлпăлактамакри вăтам шкулта вĕренекен Дилара Мустафина, Хушăлкари вăтам шкулта вĕренекен Марсель Персиянов, Михайловкăри вăтам шкулта вĕренекен Руслан Минигулов, Усак Кичури вăтам шкулта вĕренекен Егор Туймуков.
Ĕпхÿ хулине 30 муниципаллă районпа хуларан 300 яхăн шкул ачи килсе çитнĕ. Вĕсене «Зеленая роща» санаторинче вырнаçтарнă.
Ачасем «Хĕл Мучийĕн асамлă циркĕ» представлени пăхса савăннă. Кашни куракана Çĕнĕ çул парни парса хавхалантарнă. Регионти Вĕрентÿ министерстви пĕлтернĕ тăрăх‚ шкул ачисене рюкзак‚ çемçе тетте‚ пылак парне тата «На поляне сказок» кĕнеке парнеленĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: