Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
21 Кӑрлач 2020, 15:20

Çамрăксем «Ялта-Интурист» хӑна ҫурчӗн комплексӗнче ӗҫленӗ

Чӑваш Енри ҫамрӑксем студентсен отрячӗпе Крым Республикине тухса кайнӑ. Унта вӗсем Ялтӑра ӗҫлесе пурӑннӑ.

Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «БЭМС» пӗрлештернӗ командӑна Шупашкарта вырнаҫнӑ тӗрлӗ вӗренӳ учрежденийӗнчи студентсем кӗнӗ. Çак шутра Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн «Гольфстрим», Чӑвашпотребсоюзӑн Шупашкарти коопераци техникумӗн «Апельсин» тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн «Пегас» отрячӗсен членĕсем — пурӗ 50 ҫамрӑк — пулнӑ. Вӗсем 2019 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнчен пуҫласа кӑҫалхи кӑрлачӑн 14-мӗшӗччен «Ялта-Интурист» хӑна ҫурчӗн комплексӗнче ӗҫленӗ.
Тӑрӑшнине кура 11 дипломпа чысланӑ. «БЭМС» отряд вара чи лайӑх производство отрячӗ пулса тӑнӑ.
Читайте нас: