Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
23 Кӑрлач 2020, 15:27

Сессинчен сессичен… пурăнатпăр!

Илсе кăтартнă самантсене шухăшласа кăларнă, чăн-чăн студентсемпе пĕр килни — ăнсăртран.

— Шкул ачипе студент хушшинче мĕнле уйрăмлăх пур?
— Шкул ачи Çĕнĕ çул çывхарнине каласан савăннипе «Урра!» кăшкăрать, студентăн тÿрех сăн-пичĕ тĕксĕмленет — сесси…
***
«Ывăлăм, 1000 тенкĕ ярса паратăп. 1000 тенкĕ виçĕ нольпе çырăнать, тăваттăпа мар», — çырать амăшĕ.
***
Студент инженер пулма ĕметленнĕ, сессие парайман та генерал пулма ĕмĕтленме кайнă.
***
Преподаватель студента:
— Сирĕн курсовойĕнче «шыв» ытла нумай.
— На всякий пожарный, профессор.
***
Студент салху ларать. Тепри унран ыйтать:
— Мĕн салху ларатăн?
— Сессиччен виçĕ кун, мĕн тумалла-ши?
— Уйăх каярах мĕн шухăшларăн?
— Сессиччен пер уйăх, мĕн тумалла-ши?
Читайте нас: