Çутă çул
-6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
29 Кӑрлач 2020, 14:26

Ертӳҫӗсен конкурсӗнче ҫӗнтерекенсене – миллион

Сакӑр ҫурмафинала 300 ҫын хутшӑнӗ

Чулхулара февралӗн 1—2-мӗшӗсенче Раҫҫей Президенчӗн хушӑвӗпе «Лидеры России» конкурсӑн ҫурмафиналӗ иртет.
Ҫурмафинала суйлав турӗнчен чи лайӑх кӑтартупа иртнӗ 335 хутшӑнакана чӗннӗ: Чулхула облаҫӗнчен — 48, Самара облаҫӗнчен — 41, Пушкӑртстанран — 50, Тутарстанран — 49 ҫынна. Пуринчен те сахалрах конкурса хутшăнакансем Ульяновск облаҫӗпе Марий Элран пулать. Ҫак регионсенчен Ҫурмафинала 8-шар ҫын кӑна ҫитнӗ.
Январӗн 31-мӗшӗнче Чулхулара конкурсантсем тепӗр хут компьютер тесчӗ иртӗҫ, вӗсен онлайн-тапхӑрӑн кӑтартӑвӗсене ҫирӗплетмелле. Енчен те лидера тухма шутланӑ ҫын тестировани иртеймерӗ-тӗк, ӑна малалли тӗрӗслевсем патне ҫывхартмаҫҫӗ те.
Автономиллӗ Коммерцилле мар «Россия — страна возможностей» пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Алексей Комиссаров пӗлтернӗ тӑрӑх, пурӗ Раҫҫейре 8 ҫурмафинал иртет, пурӗ вӗсене 3,3 пин ҫын хутшӑнӗ. Финала иртнӗ 300 управленецран кашни пӗрер миллион тенкӗ Вӗрентӳ гранчӗ илме тивӗҫет. Конкурсра 100 ҫын ҫӗнтерет, ҫӗршыври малта пыракан управленецсем вӗсен наставникӗсем пулӗҫ.
«Сувар».
Читайте нас: