Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
12 Нарӑсӑн 2020, 17:56

Ситекпуç хĕрачи Кĕтерне патша кĕперĕ çинчен каласа панă

Ситекпуçĕнчи тĕп шкулти 8 класра вĕренекен Светлана Васильева — «Пирĕн еткер» («Наше наследие») конкурс çĕнтерÿçи

Шкулăн электрон почтине Пушкăртстан Республикинчи культура еткерĕн куçман пурлăхне сыхлакан тата унпа усă куракан наукăпа производство центрĕ пĕлтернĕ конкурс положенийĕ килсен, Светлана Васильева Эльвира Степановна Ефимова ертсе пынипе республикăри çынсене пирĕн районти чаплă вырăнсенчен пĕринпе — Кĕтерне патша кĕперĕпе — паллаштарма шутланă.
Асăннă кĕпер XVIII ĕмĕрти истори палăкĕ пулса тăрать, вăл Ситекпуçĕнчен çухрăм ытларах инçешĕнче вырнаçнă. II Кĕтерне патша власть тытса пынă вăхăтра пĕтĕм Раççейĕпе кĕперсемпе çулсем нумай тума тытăннă. Легенда тăрăх, 1755—1760 çулсенче яла никĕсленĕ саманара, ун витĕр суту-илÿ çулĕ иртнĕ. Шăпах çав вăхăтра кĕпере тунă та. Вăл Чегодай — Яковлевка — Ситекпуç — Пишпÿлек урлă пынă, 1767 çулта ун тăрăх II Кĕтерне патша Екатеринбурга кайнă май иртнĕ, теççĕ. Чул кĕпер 3 метр çÿллĕш, 5 — 6 метр сарлакăш, 50 метр вăрăмăш. Пĕтĕмпе çичĕ кĕпер тунă, теççĕ. Пĕри кăна сыхланса юлнă.
Конкурса тăратнă ĕçшĕн Света Васильева парнене смарт-сехет илнĕ.
Марина ИВАНОВА çырса илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Светлана Васильеван архивĕнчен.
Читайте нас: