Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
14 Нарӑсӑн 2020, 12:09

Сăнÿкерчĕк çинче — Путин автографĕ

Шупашкарти 10-мĕш вӑтам шкулти 11 класра вӗренекен Вадим Анисимов Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн портречӗллӗ пулнӑ. Сӑнӳкерчӗке ҫӗршыв ертӳҫи алӑ пусса панӑ.

Шкул ачи 2020 ҫул пуҫламӑшӗнче ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин патне ҫыру янӑ. Унта вӑл Путина тата тӑван ҫӗршыва питӗ хисеплесе хакланине палӑртнӑ. Президентӑн автографӗллӗ портрета илесшӗн тесе пӗлтернӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тӗп федераци инспекторӗ Геннадий Федоров шкул ачине Владимир Путин портретне тыттарнӑ. Тӗп инспекторӑн аппаратне Вадима амӑшӗпе чӗннӗ. Вадим амӑшӗ Путин портретне курӑнмалла вырӑна ҫакма шантарнӑ.
Вадим Анисимов патшалӑх тата муниципалитет управленийӗ енӗпе аслӑ пӗлӳ илме палӑртать.
Читайте нас: