Çутă çул
-4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
18 Нарӑсӑн 2020, 16:30

Ÿссен Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем пулаççĕ

Пишпÿлекри «Улыбка» ача садĕнче «Арçын ачасем, малалла!» эстафета иртрĕ

Февралĕн 23-мĕшĕ — шкул çулне çитмен ачасенче патриотизм туйăмне ăша хывма, Тăван çĕршывăн чи лайăх йăли-йĕркине çывăхлатма, çĕршыв хÿтĕлевçисемпе мăнаçланма хăнăхтарма хистекен питĕ лайăх сăлтав. Арçын ачасем ÿссе çитĕнсен Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем пулма хатĕр пулмалла.
Ача садĕнчи уява Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти 1 «а» класра вĕренекенсене (учителĕ Т.С. Федотова) чĕнтĕмĕр. «Арçын ачасем, малалла!» эстафетăра ачасем йăрăлăхне, хăюлăхне, хăвартлăхне кăтартса пачĕç. Шкула хатĕрленекен ушкăнри хĕрачасем «Катюша» ташă ташларĕç, сăвăсем каларĕç, юрăсем юрларĕç. Тĕрĕслевсене иртсе пĕтнĕ хыççăн арçын ачасене «Пулас Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» медальсем пачĕç.
Юлашкинчен пурте хаваслă флешмоб ташларĕç.
Флюра ВАЛИЕВА,
физкультура инструкторĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Флюра ВАЛИЕВА.
Читайте нас: