Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
3 Мартӑн 2020, 19:12

Юратнă анне валли тĕлĕнмелле чечексем

Чунна парса алăпа тунă парне пуринчен те хаклăрах тесе шутлаççĕ ачасем.

Хальхи вăхăтра парнепе никама та тĕлĕнтерейместĕн. Çыннăн пурте пур пек, мĕн парнелемеллине те пĕлместĕн. Çапах та эпир ачасемпе нимпе танлаштарайми тата нихăçта та туянса пулман парне туянма шут тытрăмăр — матур тенĕпе матур чечексем турăмăр.
Кирлине пурне те хатĕрлесе ĕçе пуçăнтăмăр. Ачасем пĕр-пĕрин ĕçĕсене танлаштарса шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлерĕç. Амашĕсем çавнашкал парне илсен епле савăнасси пирки шухăшларĕç.
Тĕлĕнмелле те, пĕчĕк шăпăрлансем малтанхи задачăна хăвăрт пурнăçларĕç: пенопласт çаврашкине мамăк чăрканă патаксене ним мар лартса хучĕç. Малтан çаврăм туса, унтан пĕтĕм шăтăксене лартса тултарчĕç.
Сăрламан кĕвĕн те питĕ илемлĕ чечексем пулчĕç. Çапах та акрил сăрĕпе илемлетсен тата та чаплăрах курăнаççĕ.
Светлана СТЕПАНОВА,
Ситекпуçĕнчи «Сказка» ача сачĕн — Пишпÿлекри «Дюймовочка» ача сачĕн филиалĕн воспитателĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Светлана СТЕПАНОВА.
Читайте нас: