Çутă çул
+7 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
13 Мартӑн 2020, 13:35

Ачасем классикăна кăмăллаççĕ

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта Пĕтĕм Раççей «Чĕрĕ классика» конкурсĕн районти тапхăрĕ иртрĕ.

Унта районти 12 шкултан 45 вĕренекен хутшăнчĕ. Ачасем Раççей тата ют çĕршыв писателĕсен проза произведенийĕсен сыпăкĕсене вуларĕç.
Конкурсра çĕнтерчĕç: Пишпÿлекри 1-мĕш вăтам шкулти Алия Саетгареева (9 кл.) тата Булат Садыков (10 кл.), Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти Даниил Сергеев (10 кл.), Демскинчи Полина Калмыкова (5 кл.).
Аслă классенче вĕренекенсен мартăн 18-мĕшĕнче Уфара район чысне хÿтĕлемелле пулать.
Гульназ ФАЙРУШИНА,
районти вĕрентÿ пайĕн методика кабинечĕн методисчĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Гульназ ФАЙРУШИНА.
Читайте нас: