— Пирĕн асаттесемпе мăн асаттесем хайсен пурнăçне шеллемесĕр паттăрлăх кăтартнă, тылра ĕçленĕ. Вĕсем пире мирлĕ тÿпе тата телейлĕ кунсем парнеленĕ. Пирĕн асаннесемпе асаттесем — чăн-чăн паттăрсем. Шанатпăр, пирĕнтен каншиĕн пур, кам çинчен каласа пама тата кампа мăнаçланма — теççĕ акци йĕркелÿçисем.
«Манăн паттăрсем» акцине хутшăнас тесен майăн 9-мĕшĕччен ВКонтакте е Instagram социаллă сетьсенче Çĕнтерĕве туптама пулăшнă тăванăрăн сăнÿкерчĕкне тата ун çинчен кĕске информаци вырнастармалла, #мойгерой75 #моигерои хештегсем лартмалла.
Акцине майăн 10-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç. Чи нумай просмотр пуçтарнă пилĕк историне «Гордимся, помним, чтим» проект йĕркипе кăларакан кĕнекере пичетлеççĕ, вĕсен авторĕсене дипломсем тата асăнмалăх парнесем парĕç.
«Манăн паттăрсем» акцие «Пушкăртстанăн çамрăксен команди» проект йĕркипе Çамрăксен политикин лиги, волонтерсен республикăри центрĕ тата «Çĕнтерÿ волонтерĕсем» Пĕтĕм Раççей обществăлла движенин республикăри уйрăмĕ Президент гранчĕсен фончĕ пулăшнипе ирттереççĕ.
ПР çамрăксен политики тата спорт министерстви.