Çутă çул
-5 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
23 Мартӑн 2020, 16:36

Пирĕннисем пур çĕрте те хастар

Лайăх вĕренмелле, конкурссемпе ăмăртусенче çĕнтермелле, лидер пулмалла — Ермолкинти Данила Волковăн пурнăç девизĕ шăпах çапла.

16 çултах пурнăçран мĕн илессине пĕлекен, лартнă тĕллеве çĕнсе илекен ăслă каччăпа калаçма питĕ кăмăллă. Усак Кичури вăтам шкулти 10 класра вĕренекен Данила Волков мĕнле пурăнни çинчен каласа парать:
— Ăнăçу вăрттăнлăхĕ ансат: ачаранах хастар пулмалла. Ĕçлеме тата аслисене пулăшма мĕн пĕчĕкрен аттепе анне вĕрентсе ÿстереççĕ. Лайăх вĕренме, конкурссемпе ăмăртусенче çĕнтерме шкулти педагогсем хăнăхтарчĕç. Вĕсене пурне та çакăншăн тавтапуç.
Иртнĕ çулла Данила пирĕн район ачисемпе Ставрополь крайĕнче Пĕтĕм Раççей çамрăксен спорт «Казачьи игры» вăйăра пулнă. Кăçал Пĕтĕм Раççей «Орленок» ача-пăча центрĕнче хăйне кăтартнă.
— Шкул ертÿçисене, вĕрентÿ пайне, район администрацийĕнчи çамрăксемпе тата спорт тĕлĕшпе ĕçлекен комитета Хура тинĕс хĕррине кайма май панăшăн тав тăватăп, — тет каччă. — Пушкăртстанран унта 40 ачаччĕ. Поездпа икĕ талăк ытла кайрăмăр. Лагерь тинĕс хĕрринче вырнаçнă. Тинĕс илемне пурте курса тĕлĕнтĕмĕр. Унта мĕнпур çĕрте курăк ешерет тата мимоза чечеке ларнă.
Данила «Напористый» экипажа лекнĕ. Кубрикра 12 çын пурăннă, кунне пилĕк хут апатлантарнă. Пĕр кун та кичем пулман ачасене.
— Лагерьте чăн-чăн моряксенни пекех кашни минута çырса пĕтернĕччĕ. Мана сменăна уçнă çĕрте ведущи пулма суйларĕç. Вĕренме те килĕшрĕ унта: кунне пилĕк урок 40-шер минут пулчĕ. Эпĕ «Çамрăк моряк», «Тинĕс акăлчан чĕлхи» курссене çырăнтăм.
Лагерьте шашкăпа пĕрремĕш вырăн, стритболпа — иккĕмĕш тата сĕтелçи теннисĕпе виççĕмĕш вырăн йышăнтăм. Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне чысланă конкурсра çĕнтертĕм. Виçĕ медаль çумне сакăр грамотăпа диплом хушанчĕ. Халĕ манăн тус-юлташсем икĕ хут нумайрах, Кăнтăр Корейăран та юлташ тупрăм. Лагерьте вăхăт пĕр кун пек вĕçсе иртрĕ, сывпуллашас та килмерĕ.
Владимир СМОЛОВ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Данила ВОЛКОВ архивĕнчен.
Читайте нас: