Çутă çул
+5 °С
Облачно
Çамрăк ăру
18 Мая 2021, 05:01

«Чӑвашала видео ӳкеретпӗр» студи валли ҫӗнӗ оборудовани туяннӑ

#ФСГОРБ #СнимаемНаЧувашском«Чӑвашала видео ӳкеретпӗр» пултарулӑх студийӗ тӑвасси» проекта пурнӑҫлама районти тӗп библиотека пуҫланакан блогер валли ҫӗнӗ оборудовани туяннӑ: пурӗ 115 пин тенкӗлӗх видеомонтаж функциллӗ компьютер, смартфон, штатив тата ункӑ лампи, наушниксемпе микрофон. Ҫавӑн пекех студи логотипӗпе пӗрле футболкӑсем туянтӑмӑр. Ҫаксене пурне те граждансен обществине пулӑшакан Фонд пулӑшнипе Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗн укҫи-тенкипе туяннӑ.

Ачасем Tik-tok, Instagram, YouTube каналсенче хӑйсен площадкисене йӗркеленӗ, вӗсем ҫине ҫырӑнма чӗнеҫҫӗ. Пишпӳлекри централизациленӗ библиотека тытӑмӗн сайтӗнче "Чӑваш халӑхӗпе ӗҫлекен секторти пулӑмсен марафонӗ" пай йӗркеленӗ, унта студипе сектор ӗҫӗ ҫинчен материалсем пичетленӗҫhttp://bizh-bibl.ru/custom/116
Пирӗн страницӑсем – Instagrame. https://www.instagram.com/chuvblog21/
YouTube https://www.youtube.com/channel/UC7Tyj4OzrhxKSJPcFqqA.

Елена ГАНИЕВА,

Пишпӳлекри централизациленӗ библиотека тытӑмӗн ертӳҫи.

Читайте нас