Çутă çул
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Çамрăк ăру
19 Июлӗн 2021, 08:24

Ачасене асран кайми кăмăл-туйăм парнелерĕç

Июлӗн 16-мӗшӗ, ача-пӑча картиш площадкин «Çуллахи каникул хӗвелĕ айĕнче» 10-мӗш кунӗ.  

Ачасене асран кайми кăмăл-туйăм парнелерĕçАчасене асран кайми кăмăл-туйăм парнелерĕç
Ачасене асран кайми кăмăл-туйăм парнелерĕç

Июлӗн 16-мӗшӗ, ача-пӑча картиш площадкин «Çуллахи каникул хӗвелĕ айĕнче» 10-мӗш кунӗ.

— Паян ачасем 68-мĕш пушар чаҫне экскурсие кайса килчӗҫ. Экскурсире пушар пайӗн ӗҫченӗсем хăйсен ĕç-хĕлĕ, диспетчер службин пӗрлехи дежурнӑй ӗҫӗ ҫинчен каласа пачĕç. Ачасене пушар сӳнтермелли машинӑна тата тĕрлĕ хатӗрсене кӑтартрӗҫ. Ачасене пушар обмундированийĕпе паллаштарчĕç.

Экскурси хыҫҫӑн ачасем А.Ахметов паркӗнче спорт площадкинче вылярӗҫ, унтан сӑрӑпа ӳкерчӗҫ.

Ача-пӑча картиш площадки хăйĕн ĕçне вӗҫлерӗ. Ачасене асăнмалăх парнесем пачӗҫ.

Хаклӑ ачасем! Сире ҫулла лайӑх канма, вӗренме вӑй-хал пухма сунатпӑр. Ача-пӑча площадкине хутшӑннӑшӑн тавтапуҫ сире, — каласа параççĕ çамрăксен «Вектор» центрĕн ĕçченĕсем.

Çамрăксен «Вектор» центрĕн ВКонтакте страницинчен.

Ачасене асран кайми кăмăл-туйăм парнелерĕç
Ачасене асран кайми кăмăл-туйăм парнелерĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас