Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
23 Июлӗн 2021, 13:46

Ачасем çуллана усăллă ирттереççĕ

Районти ялсенче çамрăксен «Вектор» центрĕ урлă çул çитменнисем ĕçе вырнаçаççĕ, тирпей-илем кĕртеççĕ.  

Ачасем çуллана усăллă ирттереççĕ
Ачасем çуллана усăллă ирттереççĕ

Районти ялсенче çамрăксен «Вектор» центрĕ урлă çул çитменнисем ĕçе вырнаçаççĕ, тирпей-илем кĕртеççĕ.

Хушăлка ял Советĕнче Совет Союзĕн Геройĕн К.И.Степановăн паркĕнче малалла ĕçлеççĕ, ÿссе кайнă тĕмсене, курăка касаççĕ, çулаççĕ. Ачасене çамрăксемпе ĕçлекен специалист Николай Петров ертсе пырать.

Аит ял Совет çамрăкĕсем Тим шывĕ хĕррипе çÿп-çап пуçтарнă. Сухоречка ял Советĕнчи Çĕнĕ Биктяш ялĕнчи çырма хĕррине тасатнă, шыв çулне сарлакалатнă.

Ĕçсем малалла пыраççĕ.

Çамрăксен «Вектор» центрĕн ВКонтакте страницинчен.

Сăнÿкерчĕкĕсем: социаллă сетьрен.

Ачасем çуллана усăллă ирттереççĕ
Ачасем çуллана усăллă ирттереççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: