Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
27 Июлӗн 2021, 09:11

Путин шкул ачисене математикăпа олимпиадăра иккĕмĕш вырăн йышăннă ятпа саламланă

#владимирпутин РФ Президенчӗ Владимир Путин 62-мӗш Тӗнчери математика олимпиадине хутшӑннă Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине пӗтӗмлетӳ тӑрӑх иккӗмӗш вырӑн йышӑннă ятпа саламланă. Тивĕçлĕ телеграмма Кремль сайтӗнче пичетленсе тухнӑ.

Путин шкул ачисене математикăпа олимпиадăра иккĕмĕш вырăн йышăннă ятпа саламланă
Путин шкул ачисене математикăпа олимпиадăра иккĕмĕш вырăн йышăннă ятпа саламланă

РФ Президенчӗ Владимир Путин 62-мӗш Тӗнчери математика олимпиадине хутшӑннă Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине пӗтӗмлетӳ тӑрӑх иккӗмӗш вырӑн йышӑннă ятпа саламланă. Тивĕçлĕ телеграмма Кремль сайтӗнче пичетленсе тухнӑ.

«Ҫак команда ӑнӑҫăвĕ — пултарулӑх ӗҫӗн ҫулӗсемшӗн, сирӗн вӗрентекенӗрсен пултарулӑхӗпе ҫаврӑнӑҫулӑхӗшӗн тивӗҫлӗ пысӑк награда. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑн пек уҫӑ та хавхалануллӑ ӗҫ Санкт-Петербургра çитес çул иртекен пӗтӗм Тӗнчери математиксен конгресӗн умӗн пулса иртни уйрăмах хаклă», — ҫырнӑ Президент Иван Бахарева, Айдар Ибрагимова, Матвей Юсупова, Данил Сибгатуллина, Максим Туревскине, Андрей Шевцова тата вӗсен тренерӗсене саламланă май.

Пӗтӗм тӗнчери математика олимпиади 1959 ҫултан пуҫласа аслӑ классенче вӗренекенсем хушшинче иртет. Кӑҫал олимпиадӑна 109 ҫӗршывран 600 ытла вӗренекен хутшӑннă.

 «Известия» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: Мускав мэрĕн официаллă сайчĕ/mos.ru

Путин шкул ачисене математикăпа олимпиадăра иккĕмĕш вырăн йышăннă ятпа саламланă
Путин шкул ачисене математикăпа олимпиадăра иккĕмĕш вырăн йышăннă ятпа саламланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: