Çутă çул
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
6 Августӑн 2021, 11:41

Плана тултарас тесен 8-9 хут Севастополе кайса килмелле

Çын пуйăсран тăрса юлни мультфильмпа кинора çеç мар, чăн пурнăçра та пулать.

Плана тултарас тесен 8-9 хут Севастополе кайса килмелле
Плана тултарас тесен 8-9 хут Севастополе кайса килмелле

Çын пуйăсран тăрса юлни мультфильмпа кинора çеç мар, чăн пурнăçра та пулать. Дмитрий Никифоров 2018 çултанпа çулла проводникра ĕçлет. 

"2019 çулхи пăтăрмах аса килчĕ. Эпир Кисловодск хулине çул тытнăччĕ. Пĕр пассажир Питерте ларчĕ, костюмне хывса тумне улăштарчĕ. Мускавра юлташĕсемпе тĕл пулма тухрĕ. Пуйăс тапраниччен килсе ĕлкĕреймерĕ. Çывăх тусĕсен ăна Тула хулине леçме тиврĕ".

 2019-2020 çулсенче проводниксем 30-35 пин тенкĕ илнĕ пулсан кăçалхи уйăхсемшĕн 40-45 пин тенкĕ тÿлеме шантарнă. Йĕркепе килĕшÿллĕн проводникăн пĕрре çула тухсан 450 сехетрен кая мар ĕçлемелле. Тĕслĕхрен, Севастополе кайса килнĕшĕн 63 сехет лартса параççĕ. Плана тултарас тесен 8-9 рейсран кая мар тумалла.

Çулçÿревпе, поездпа çыхăннă мĕнле интереслĕ самантсем эсир аса илме пултаратăр. Паллаштарсамăр вулакансене.

"Çамрăксен хаçачĕ" информацийĕпе.

Плана тултарас тесен 8-9 хут Севастополе кайса килмелле
Плана тултарас тесен 8-9 хут Севастополе кайса килмелле
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: