Çутă çул
+6 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
19 Августӑн 2021, 12:45

Хушăлкара патриотсем ÿстереççĕ

Хушăлкари вӑтам шкулта воспитани памалли тӗп тӗллевсем — патриотизмпа граждан яваплӑхне тивӗҫтересси, вӗренекенсен пысӑк кӑмӑл-сипет хаклăхĕсене йĕркелесси, вӗсен пултарулӑхӗпе талантне аталантарасси, хастар пурнӑҫ позицийӗ йĕркелесси.  

Хушăлкара патриотсем ÿстереççĕ
Хушăлкара патриотсем ÿстереççĕ

Хушăлкари вӑтам шкулта воспитани памалли тӗп тӗллевсем — патриотизмпа граждан яваплӑхне тивӗҫтересси, вӗренекенсен пысӑк кӑмӑл-сипет хаклăхĕсене йĕркелесси, вӗсен пултарулӑхӗпе талантне аталантарасси, хастар пурнӑҫ позицийӗ йĕркелесси.

Педагогика коллективӗн, вӗренекенсен, ашшӗ-амӑшӗн вӑй-халне пӗрлештересси ачасене аталантарма лайӑх майсем туса пама тата вӗсене воспитани парас енӗпе ӗҫлет. 2020-2021 вӗренӳ ҫулӗн вӗҫӗнче  шкулта 131 вӗренекен шутланнӑ. Вӗренӳ ҫулӗнче шкул тӑватӑ ылтӑн медалистка вĕрентсе кӑларчӗ. Ҫулталӑк хушшинче Хушăлка вӗренекенĕсем конкурс тата олимпиадӑсенче 64 малти вырăн йышăнчĕç, онлайн форматӗнче 58, пурте малти вырӑнсене тивĕçрĕç, унта 13-шĕ пӗтӗм Раҫҫей шайĕнче. Ҫакна палӑртмалла: «Хӑрушсӑр кустӑрма» конкурсра тата пӗтӗм Раҫҫейри «Агро-старт» конкурсра вӗренекенсем малти вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ.

Шкулта ФГОС линийӗ енӗпе кружоксем йӗркеленӗ, Ильгам Газизов преподаватель футбол, баскетбол, волейбол, ОФП спорт секцийӗсем ирттерет. Шкулта патриотизм клубӗ ӗҫлет. Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнчен «Шаг в будущее», «ЮИД», «Шашки», «Народный танец», «Чемпион», «Волшебные краски» пӗрлешӳсем ӗҫлеҫҫӗ.

Районти нумай шкулти пекех февраль уйӑхӗ вӗренекенсене патриот воспитанийӗ памалли уйӑх шутланать. Ку темӑпа мĕнпур мероприятисем интереслӗ иртнĕ.

Патриотизм кӑмӑлӗ Алексей Васильев преподаватель ирттернӗ «Зарничка» тата «Зарница» ҫарпа спорт вӑййисенче, «Атьăр-ха, йӗкӗтсем!» вăййинче тĕп вырăнта пулнă.

Шкул ачисем «Хӗрхенӳ», «Ĕмӗрхи астăвăм» акцисене хастар хутшӑнаҫҫӗ. Пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин юбилейлă датисене, Тӑван Ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен, Раҫҫей хӗҫпӑшал историйӗн паттӑрлӑхне халалланӑ ача-пӑча ӳкерчӗкӗсемпе плакатсен конкурсне пӗтӗмлетнĕ. 3-мӗш класра вӗренекенсем Елена Павлова ертсе пынипе районти патриотла юрӑ конкурсӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннă.

Кӑҫал шкул ачисем тата ял ҫыннисем Ҫӗнтерӳ кунне тивӗҫлипе ирттернĕ. Шкул ачисем «Вилӗмсӗр полк» онлайн акцине хутшӑнчӗҫ. 11 класс ачисем «Астăвăм сачӗ» акцире 100 яхӑн йывăç хунавĕ лартнă. Митинг ирттернĕ, пысӑк концерт хатӗрленĕ. Ялти Ҫӗнтерӳ паркӗнче Ӗмӗрхи вут уҫнă.

Карина ПАВЛОВА çырса илнĕ.

Сăнÿкерчĕкĕ: Хушăлкари шкул архивĕнчен.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Хушăлкара патриотсем ÿстереççĕ
Хушăлкара патриотсем ÿстереççĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: