Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
23 Августӑн 2021, 16:47

Пушкăртстан Пуçлăхĕ пăлханнине çĕнтермелли хăйĕн рецептне каланă

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров «Ҫамрӑк профессионалсем» IX Наци чемпионачӗн (WorldSkills Russia) регион чысне хÿтелекенсемпе тел пулнă чухне ӑна пӑлханнине ҫӗнтерме мĕн пулӑшни ҫинчен каласа пачӗ.  

«Кашни ҫын ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑл е ку тӗлӗшпе хумханать. Ҫак ӗҫе мӗнле тумаллине эпӗ хам валли рецепт тупрӑм», — ӑнлантарчӗ Радий Хабиров.

Республика ертӳҫи нумаях пулмасть Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Пушкӑртстанра килни ҫинчен аса илчӗ.

«Эпир вӑл килессе урамра кӗтетпӗр. Эпӗ лӑпкӑ кăмăллă темелле, анчах та президент кортежӗ пынине куратӑп та пӑлханма пуҫлатӑп. Ман шутпа, пирӗн пата аслӑ ҫын, пирӗн патшалӑх пуҫлӑхӗ, килет. Ҫавӑн пек чухне мана кӗлӗ пулӑшрӗ. Виҫӗ-тӑватӑ сӑмах кӗлӗ каларăм, темиҫе хут та каларăм та лӑплантăм. Ку манӑн рецепт, вӑл мана питӗ пулӑшать. Анчах сирӗн кашнин хӑйӗн йышӑнӑвне тупмалла», — терӗ Радий Хабиров.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Пушкăртстан Пуçлăхĕ пăлханнине çĕнтермелли хăйĕн рецептне каланă
Пушкăртстан Пуçлăхĕ пăлханнине çĕнтермелли хăйĕн рецептне каланă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: