Федерацин Атӑлҫи округӗнчи «iВолга» тӗп форумĕ хăйĕн ĕçне вӗҫлерӗ. Форумӑн вӗренӳ программи хупас церемонийӗ пекех онлайн-форматра иртнӗ.
Граждансен обществин институчӗсене аталантарма пулӑшмалли Фонд проекчӗсем тăрăх Грант конкурсĕн пӗтӗмлетӗвӗсемпе Пушкӑртстанри ултă проект 1 115 000 тенкӗлĕх калӑпӑшпа грантсем илнĕ.
Форума хупнӑ церемони хыҫҫӑн Патшалӑх комитечӗн ҫуртӗнче Пушкӑртстанри форумӑн резиденчӗсен тӗлпулӑвӗ пулнă, унта ПР правительствин вице-премьерӗ Ирек Сагитов ҫӗнтерӳҫӗсене саламланă.
— Грант илнине пӗлсен пуҫра «Урра, эпир хамӑр проекта малалла аталантарма пултаратпӑр!» текен шухӑш кӑна пурччӗ. Ҫавӑнпа та «iВолга» маншӑн, чӑн малтанах, хӑйӗн ӑсталӑхне аталантарни, наука проекчӗсемпе вӗренӳ программине аталантарни. Онлайн-форум тулăх программăллă пулчӗ, эпӗ тепӗр ҫулхине офлайн-тӗлпулӑва чӑтӑмсӑррӑн кӗтетӗп, — пӗлтерчӗ Пушкӑртстанри грант конкурс ҫӗнтерӳҫи Камилла Чувашаева.
«iВолга» форумра Камилла нефтьпе вараланнă ландшафтсене юсамалли майсене тӗпчеве халалланӑ проекта тăратнӑ, ҫав проект 115 000 тенкӗ выляса илнĕ.
Форумра пӗтӗмпе Пушкӑртстанри 1 300 ытла ҫынна регистрациленӗ, вӗсенчен 300 ытларахăшĕ «iВолга» вӗренӳ программин резиденчĕсем пек хутшӑннӑ.
«МГ» информацийĕпе.