Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
25 Августӑн 2021, 15:43

WorldSkills ирттернинчен Пушкӑртстан мӗнле усă илни паллӑ пулчӗ

Пушкӑртстанра «Ҫамрӑк профессионалсем» наци чемпионачĕн финалĕ ирттернинчен сахал мар преференци илнӗ.  

Мероприяти финал тапхӑрне ирттерме федераци бюджечӗ Пушкӑртстана 750 миллиард тенкӗлӗх çÿллĕ технологиллӗ техника туянма уйӑрни паллӑ ӗнтӗ. Ҫӗнӗ оборудовани тата тренажерсем чемпионат вӗҫленнӗ хыҫҫӑн республикӑра юлаҫҫӗ. Кун шучӗпе республикӑри ссузсемпе вузсен пурлăх никĕсĕ 70 процента ҫӗнелет.

Пӗтӗм Пушкӑртстан шкул ачисем кирек мӗнле профессире те мероприятисен интерактивлă площадкисенче хӑйсене тӗрӗслесе пӑхма, профессипе тест иртме, пулас специальноҫа халех тупма пултараҫҫӗ.

ПР Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров каланă тăрăх, Пушкӑртстанри триумфаторсем —100000 тенкӗ, вӗсен вӗрентекенсем — 50000 тенкӗ илĕç. Чылай пысӑк темиçе компани чемпионата хутшӑнса, пулас ӗҫлекенсен йышне суйлаҫҫӗ ӗнтӗ.

Ҫавӑн пек кирек мӗнле мероприяти те, ҫав шутра нацчемпионачĕ те, интереслĕ та илĕртÿллĕ программисӗр пуҫне, регион реклами пулса тӑрать, экономикӑн тӗрлӗ секторӗсене аталантарма инвесторсен вӑй-хӑватне илӗртет.

МИХ информацийĕпе.

WorldSkills ирттернинчен Пушкӑртстан мӗнле усă илни паллӑ пулчӗ
WorldSkills ирттернинчен Пушкӑртстан мӗнле усă илни паллӑ пулчӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: