Ачасем «Кăçал çуллана мĕнле ирттертĕм» темăпа сочинени çырмалăх кăмăллă самантсем чылай пухнă.
Тим шывĕ тăрăх пӗр кунлӑх шыв похочӗ интересле иртнĕ.
— Тим питӗ илемлӗ. Ҫыран хӗрринчи ҫӑра тӗмсем хушшинче час-часах ӗмӗрхи тирексем тӗл пулаҫҫӗ. Хӑш-пӗр йывӑҫ вуллисем шыв хӗррине аялтанах тайӑлнӑ, тӗл-тӗл шыва ӳкнӗ йывӑҫсем шыв тӗпӗнче выртаҫҫӗ, хӑш-пӗр туратсемпе тымарсем ҫеҫ шыв айӗнчен тухса тӑраҫҫӗ. Шӑпах ҫакӑнта питĕ тимлĕ пулмалла та ӗнтӗ. Тепӗр тесен, шыв юхӑмӗ лӑпкӑ, ҫавӑн пек чӑрмавсем урлӑ каҫасси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Ҫанталӑк питӗ шӑрӑхчӗ, ачасем кӑшт кӑна ывăнчĕç пулин те, пурте кӑмӑллӑ, — çырать çамрăксемпе ĕçлекен специалист Сергей Семенов.
Сăнÿкерчĕкĕсем: çамрăксен «Вектор» центрĕн ВКонтакте страницинчен.