Çутă çул
+9 °С
Пӗлӗтлӗ
Статья
Сывлӑха ҫирӗплетĕр Пишпÿлекре хӑвӑрт шахмат ӑмӑртӑвӗ иртнĕШкул ачисем пушар чаçĕнче экскурсинче пулнăПушкӑрт ҫыннисене "ПрофФест"-2025 ваканси ярмăрккине чӗнеҫҫӗ"Улыбка" ача садĕнче "Тимлӗр, ачасем!» профилактика акцийӗ иртнĕЛюбимова музейсемпе библиотекӑсене модернизацилени çинчен Путина пӗлтернӗИнструкции и советы от экспертов о том, как не стать жертвой мошенниковКистенлĕре патриотла акци ирттернĕПушкӑртри тĕп больница нацпроекта пула ҫӗнӗ операци сӗтелӗсем илнӗПушкӑртра СВОна хутшăнакансем валли Реабилитаци центрӗ ӗҫлеме тытăннăРадий Хабиров Благовещенскра нумай ачаллӑ ҫемьене ҫитсе курнӑПутин Беларуçпа союзниксен ҫыхӑнӑвне ӳстерме шутлани ҫинчен пӗлтернĕПочта кăна мар, ытларахВитӗмлӗ пулӑшу параҫҫӗКруглосуточная психологическая помощь в чате Комитета семей воинов ОтечестваБесплатный курс по раздельному сбору отходов стартует в БашкирииБуряти пуҫлӑхӗ Путина республика аталанӑвĕпе СВОрисене пулӑшни çинчен пӗлтернĕВ Башкирии пройдет онлайн-акция «Марафон доверия. 2025»В Башкирии пройдет международный диктант по башкирскому языку Кирек мӗнле ӗҫре те шанчăклă
Пур хыпар та
10
Çамрăк ăру
26 Августӑн 2021, 16:11

WorldSkills Russia - 2021 нацфиналта «тӗрӗс» пыла «тӗрӗс маррисенчен» уйӑрма вӗрентнӗ

IX Наци чемпионачӗн «Ҫамрӑк профессионалсем» професси чемпионачӗн профориентаци площадкинче (WorldSkills Russia) шкул ачисем «Пушкăрт ылтӑнĕпе» опытсем ирттереҫҫӗ.  

— Ман умра пыл тултарнӑ виҫӗ банка, — каласа парать саккӑрмӗш класра вӗренекен Галия Ширгазина. — Тӗрӗсрех каласан, вӗсенчен иккӗшӗнче ҫеҫ пыл, виҫҫӗмӗшӗнче — суя. Пысӑках мар проба илетпӗр, шыв тултарнӑ пробиркӑра пыла ирӗлтеретпӗр. Унтан пӗр тумлам йод яратпӑр та пӑтрататпӑр. Пӗр минут кӗтетпӗр — шĕвек тĕсĕ улшӑнмасан, пыл — чăн-чăн. Фальсификат кӑвак тӗспе сӑрланать.

Шкул хыҫҫӑн хӗр тӑлмача вӗренме шутлать, анчах плансем улшӑнма пултараҫҫӗ.

— Кунта кӑсӑкли питĕ нумай, — тет Галия. — Ӗҫре тӗрлӗ професси, ремесло сӑнаса пӑхма пулать. Пыла тӗрӗслеме хӑнӑхни химирен мӗнле усси пулнине кӑтартса парать. Эпӗ аттепе аннене вӗрентӗп. WorldSkills ҫинче эпӗ «Пушар хӑрушсӑрлӑхӗ» компетенцие те курасшӑн. Кам пӗлет, тен, кунта эпӗ пулас професси суйласа илӗп.

Аса илтеретпӗр, «Çамрӑк профессионалсен паркӗнче» (Уфа, Радужная, 178) 170 пин тӑваткал метрлӑ пысӑк технологиллӗ комплексра «Ҫамрӑк профессионалсем» IX Наци чемпионачӗн финалӗ (WorldSkills Russia) стартларӗ. Августӑн 29-мӗшӗччен тӑсӑлакан финалта ҫӗршыври 76 регионтан килнĕ командӑсем 105 компетенцире тупӑшӗҫ.

Try-а-skill интерактивлă зонӑсенче ҫынсем хӑйсене тӗрлӗ компетенцисенче, сӑмахран, 3D-моделированире, ветеринарире, хурт-хӑмӑр ӗрчетессинче, графика дизайнӗнче, кондитер ӗҫӗнче тата ытти ҫӗрте те тӗрӗслеме пултараҫҫӗ.

#WorldSkillsRussia #Нацфинал2021 #НацфиналУфа

WorldSkills Russia - 2021 нацфиналта «тӗрӗс» пыла «тӗрӗс маррисенчен» уйӑрма вӗрентнӗ
WorldSkills Russia - 2021 нацфиналта «тӗрӗс» пыла «тӗрӗс маррисенчен» уйӑрма вӗрентнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: