Каминкери вӑтам шкулти ылтӑн медалистка Анастасия Иванова пурнӑҫра мӗн тупасшӑн пулнине пӗлет.
11 ҫул çине тăрса вӗренни, пӗлӳ илме кашни кун вӑй хуни хыҫа юлнă. Анастасия ялан ӑс-хакӑл конкурсӗсене, олимпиадӑсене, проектсене хастар хутшӑннӑ. Хӗрĕн çитенĕвĕсен пухмачĕнче чылай наградӑсем, дипломсем, тав ҫырӑвӗсем — ҫаксем пурте унӑн пултарулӑхĕсем ҫинчен калаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӑл вӑтам шкула питĕ лайăх паллăсемпе пӗтернинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Хӑйӗн ҫӗнтерӗвӗсене пӑхмасӑрах вӑл ытти вӗренекенсенчен уйрӑлса тӑма тӑрӑшман.
— Мана пурте эпӗ талӑкӗпех учебниксем умĕнче ларатӑп тесе шутлатчӗҫ пулĕ, анчах ку тӗрӗс мар. Мана класс тулашӗнчи мероприятисене, дискотекӑсене, туссемпе уҫӑлса ҫӳреме килӗшет. Сăн ÿкерме мана питӗ килӗшет, ҫакӑ мана лӑплантаракан япала, ҫитменнине тата ӳкерчӗк ҫинче лайӑх асаилӳсем юлаҫҫӗ. Экзаменсене хатӗрленни мана килӗшрӗ, онлайн шкул урлӑ хатӗрленчӗ, ытти вӗренекенсемпе тата питӗ лайӑх вӗрентекенсемпе паллашрăм. Паллах, аттепе анне пуринчен ытла пулӑшатчӗҫ, вӗсем мана ӗненетчӗҫ, манӑн класс ертӳҫи мана яланах пулӑшса, лайӑх та кирлӗ канашсем парса тăчĕ.
Паллах, шкул çулĕсемшĕн каярахпа тунсӑхлӑп. Лайӑх самантсем те, хурлӑхлӑ самантсем те нумай пулнă, вӗсем часах манӑҫа тухмӗҫ, тетӗп. Финанс Университечӗн Уфари филиалӗн студенчӗ пулатӑп.
Темиҫе ҫул маларах нимӗн те палӑртмастӑп, анчах хам мӗн тӑвас килнине пӗлетӗп, ҫавна тӑватӑпах.
Медалистка пуласси маншӑн тата аттепе аннешĕн — пысӑк мӑнаҫлӑх. Анчах ҫак ята илни мар, ҫак медале илме утса тухнă ҫул ҫинче мӗн илни, мĕне вĕренни кирлӗрех тесе шутлатӑп, — каласа пачӗ Анастасия.
Карина ПАВЛОВА калаçнă.
Сăнÿкерчĕкĕ: Анастасия Иванован архивĕнчен.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.