Çутă çул
+1 °С
Юр
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
1 Сентябрӗн 2021, 16:52

Владивостокри уҫӑ урок вӑхӑтӗнче шкул ачи Путина тӳрлетнӗ

#владимирпутин Воркутари шкул ачи Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин «Океан» ача-пӑча центрӗнчи «Пӗлӳ» общество марафон шайӗнче уҫӑ урок ирттернӗ вăхăтра тĕрĕс мар каланине тӳрлетнӗ.

Владивостокри уҫӑ урок вӑхӑтӗнче шкул ачи Путина тӳрлетнӗ
Владивостокри уҫӑ урок вӑхӑтӗнче шкул ачи Путина тӳрлетнӗ

Воркутари шкул ачи Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин «Океан» ача-пӑча центрӗнчи «Пӗлӳ» общество марафон шайӗнче уҫӑ урок ирттернӗ вăхăтра тĕрĕс мар каланине тӳрлетнӗ.

Историпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва сӳтсе явнӑ май Раҫҫей лидерӗ I Петӗр Швеципе вӑрҫӑ ирттернине Семилетняя тесе каланӑ. Ача вара патшалӑх пуҫлӑхне тӳрлетме шут тытнӑ.

«Ман пирки тем пек ан шутлӑр... анчах вăл Семилетняя вӑрҫӑ мар, Северная вӑрҫӑ пулнă», — тенӗ шкул ачи.

Путин ачана асӑрхаттарнӑшӑн тав тунă.

РИА Новости информацийĕпе.

Владивостокри уҫӑ урок вӑхӑтӗнче шкул ачи Путина тӳрлетнӗ
Владивостокри уҫӑ урок вӑхӑтӗнче шкул ачи Путина тӳрлетнӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: