Çутă çул
+24 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
8 Сентябрӗн 2021, 10:02

Хусанта иртмелли Хӗллехи Ятарлӑ Олимпиадӑна 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхне куҫарнă

Тӗнчере  SARS-CoV-2 коронавирусӑн дельта-штамӗ сарӑлнине пула халӑхсем хушшинчи  Special Olympics (Ятарлӑ Олимпиада) организаци Хусанта иртмелли Пӗтӗм тенчери Хӗллехи Ятарлӑ Олимпиадӑн вӑхӑтне 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхне куҫарма йышӑннӑ.  

Ҫакнашкал йышӑнӑва Раҫҫей Правительствипе, Тутарстан Республикин ертӳҫисемпе, Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗпе, чир-чӗрсене профилактикӑлакан тата контрольлекен центрсемпе, экспертсемпе канашланӑ хыҫҫӑн тунӑ тесе пӗлтерет Раҫҫей Спорт министерствин пресс-служби.

Пӗтӗм тӗнчери Ятарлӑ Олимпиадӑн хӗллехи вӑййисем Хусанта 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 22-28-мӗшӗсенче иртмелле пулнӑ. Вӑйӑсен спорт программинче ҫичӗ спорт тӗсӗпе ӑмӑртаҫҫӗ: ту йӗлтӗрӗпе ярӑнассипе, сноубордпа, йӗлтӗрпе чупассипе, фигурнӑй катанипе, шорт-текпа, снегоступсемпе чупассипе..

Подробнее: http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/khusanta-irtmelli-khllekhi-yatarl-olimpiadna-2023-ulkhi-krlach-uykhne-kuarn

Хусанта иртмелли Хӗллехи Ятарлӑ Олимпиадӑна 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхне куҫарнă
Хусанта иртмелли Хӗллехи Ятарлӑ Олимпиадӑна 2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхне куҫарнă
Автор:
Читайте нас: