Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
9 Сентябрӗн 2021, 13:33

Ача садĕнче çул-йĕр правилисен пĕрлехи кунĕ иртрĕ

"Тимлӗр — ачасем!" профилактика акцийӗн шайӗнче «Улыбка» ача садӗнче ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн Пӗрлехи кунӗ иртрӗ.  

Кун "Хӑрушсӑрлӑх самантӗнчен" тата ирхи савӑнӑҫлӑ гимнастикӑран куллен пуҫланчĕ.

Аслӑ ушкӑнри шкулчченхи ачасем "Ҫул-йӗр азбуки" лэпбукпа ӗҫлерӗç. Вӑтам ушкӑнри ачасем тӗрлӗ транспорт тӗсӗсем ҫинчен пӗлĕвне ҫирӗплетрӗҫ, çул-йĕр правилисемпе вӗрентекен видеороликсем пӑхрӗҫ, аслӑ ушкăнри ачасем ҫул-йӗр юхӑмӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравларӗҫ, хатӗрленӳ ушкӑнӗн ачисем ҫул паллисене пухрӗҫ, ребуссен тупсăмне тупрӗҫ. Заданисем кашнин валли тупӑнчӗҫ. Воспитанниксемшӗн "Эпир тӗслӗхлӗ ҫуран ҫынсем" заняти ирттертӗмӗр.

Вӑтам ушкӑнри ачасем валли уҫӑлма экскурси йӗркелерĕмĕр, унта ачасем илнӗ пӗлӳсене ҫирӗплетме тата педагогсемпе пӗрле ҫул урлӑ каҫма пултарчĕç. Аслӑ шкул ҫулне ҫитмен ачасем валли Пишпӳлек районӗнчи ОГИДД инспекторӗпе тӗлпулу иртрӗ, автобуспа хӑрушсӑрлӑх правилисемпе паллашма шкула экскурсие кайса килтĕмĕр.

Каҫхине ачасем "Ҫуран çӳрекенсем, водительсем" сюжетпа роль вӑййине хаваспах вылярӗҫ, "Хĕрлĕ, сарӑ, симӗс" пӗлӳллӗ вӑйӑ–кулла хастар хутшӑнчӗҫ.

Кашни ушкӑнра ача-пӑча ҫул-йӗрпе транспорт травматизмӗ профилактики енӗпе воспитанниксен ашшӗ-амӑшӗпе канашлу тата калаҫу ирттернӗ. Информаци кӗтесĕсенче ачасене ҫул-йӗр правилисене вӗрентмелли материала вырнаҫтарнӑ.

Ача садĕнче асаннă ĕç планпа куллен пырать. Кунта илнĕ пĕлÿ ачасене пурнăçра кирлĕ пулать вĕт.

Ирина ЧЕРНОВА,

Пишпÿлекри «Улыбка» ача сачĕн аслă воспитателĕ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Ирина ЧЕРНОВА.

Ача садĕнче çул-йĕр правилисен пĕрлехи кунĕ иртрĕ
Ача садĕнче çул-йĕр правилисен пĕрлехи кунĕ иртрĕ
Ача садĕнче çул-йĕр правилисен пĕрлехи кунĕ иртрĕ
Ача садĕнче çул-йĕр правилисен пĕрлехи кунĕ иртрĕ
Ача садĕнче çул-йĕр правилисен пĕрлехи кунĕ иртрĕ
Ача садĕнче çул-йĕр правилисен пĕрлехи кунĕ иртрĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: