Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
1 Октябрӗн 2021, 16:27

Пушкӑртстан кӗрхи призыв кампанинче çара тӑватӑ пин салтак ярать

Палӑртса хӑварар, кӗрхи призыв декабрӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.  

Пушкӑртстан кӗрхи призыв кампанинче çара тӑватӑ пин салтак ярать
Пушкӑртстан кӗрхи призыв кампанинче çара тӑватӑ пин салтак ярать

Октябрӗн 1-мӗшӗнче, пӗтӗм ҫӗршыври пекех, кӗрхи призыв кампанийӗ стартларӗ. Республика Тӑван Ҫӗршыва хӳтӗлеме тӑватӑ пин ытла салтак яма палӑртать. Уфаран ҫара 700 ытла ҫамрӑк чӗнсе илӗҫ.

"Тӗп хула территорийӗнче тӑватӑ ҫар комиссариачӗ ӗҫлет. Комиссариатсенче, сборнăй пунктӗнче тата чаçе каймалли ҫулӗ ҫинче коронавирус ерекен инфекцие тата сезон чирӗсене сарӑлма чармалли мерӑсене тытса пырӗҫ. Пункта килнисен ÿт температурине виҫме тивет. Призывниксем пурте коронавируса икӗ хут тест парӗҫ", — ӑнлантарчӗҫ Уфа администрацийӗн пресс-службинче.

ОРВИпе призывниксене изоляцилеҫҫӗ, тест ирттереҫҫӗ. Кирлӗ пулсан сиплеççĕ.

Палӑртса хӑварар, кӗрхи призыв декабрӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ.

 

ИА «Башинформ».

Пушкӑртстан кӗрхи призыв кампанинче çара тӑватӑ пин салтак ярать
Пушкӑртстан кӗрхи призыв кампанинче çара тӑватӑ пин салтак ярать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: