Иван Яковлевич Яковлев ячĕ чăваш халăхĕшĕн яланах хисеплĕ те чыслă.
Яковлева «çутта кăларакан», «ăс паракан», «пирĕн ырă çыннăмăр» тесе калатпăр. «Икӗ чӗлхе - икӗ ӑс, виçӗ чӗлхе - виçӗ ӑс» - тенӗ Иван Яковлев. Нумаях пулмасть Чăваш Енри тĕп вулавăшра «Иван Яковлев – ачасем валли» темăпа «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» ача-пӑча кружокĕн тĕлпyлăвĕ иртнĕ. Пĕчĕк чăваш ачисем тăван халăха çyтта кăларнă тата чăваш çырулăхне никĕсленĕ И.Я. Яковлев çинчен хатĕрленĕ материалсене кăcăкланса итленĕ.
Аслă Вĕрентекенĕмĕр тăван халăха питĕ юратнă, чăваш çĕршывĕ чечекленсе аталантăр тесе чунтан тăрăшнă. 1868 çулта Иван Яковлев Чĕмпĕрте чăваш, тутар, мăкшă ачисем валли шкул уçать, малтанхи вăхăтра ăна хăй укçипе тытса тăрать. Унта чăваш ачисене чăвашла та, вырăсла та çырма, вулама вĕрентнĕ. Каярахпа çак шкул Чĕмпĕр чăваш шкулĕ ятпа историне кĕрсе юлать. Кунта вĕренсе тухнă, учитель ятне илнĕ вун-вун чăваш çамрăкĕ ялсем тăрăх саланса тăван халăх хушшинче пĕлÿ сарнă. 1871 çулта Иван Яковлев хăйпе пĕр шухăшлă çынсем пулăшнипе чăваш алфавитне йĕркеленĕ, пĕрремĕш чăваш букварьне тата вĕренÿ кĕнекисем пичетлесе кăларнă. Ачасем валли те нумай калавсем юптарусем çырнă. Çапла майпа вăл чăваш çырулăхне, литературине ирĕклĕн аталантармашкăн çул уçнă.
Ачасем Наци библиотекинче чӑвашсен ҫӗнӗ ҫырулӑха йӗркеленнӗренпе 150 ҫул ҫитнине халаласа йӗркеленӗ курава ҫитсе курнă. Куравра архив докуменчӗсене тата чӑваш ҫырулӑхӗ тӗрлӗ ҫулсенче мӗнле аталаннине курма пулать. Вулавăш тĕп спeциалисчĕсем тĕрлĕ вăхăтра пичетленнĕ чăваш букварĕсемпе паллаштарнă.
Ачасен савăнăçпа тулнă чун-чĕринче çaк кун асра юлатех.
Иван Яковлев тунă пысăк ĕçе эпир, чăваш çыннисем, çулсем иртнĕçемĕн тата ытларах хаклатпăр.
ЧНК информацийĕпе.