Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
29 Октябрӗн 2021, 16:00

5 класри ачасене тивекен ыйтусене сÿтсе явнă

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 5 "б" класра адаптаципе тата йывӑрлӑхсемпе кӗрешесси вĕренÿ çулĕ пуçламашĕнченех тытăннă  

Пиллӗкмӗш класра вӗренекен — пӗчӗк ачаран ҫитӗннӗ ачасен шутне куçмалли тапхăр. Туйӑмӗсем пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ӳссе пынипе, аслисенчен никама пӑхӑнмасӑр пурӑнассишӗн тӑрӑшнипе ҫыхӑннӑ тапхӑрпа палăрса тӑрать. Вӗсем ҫӗнӗ социаллӑ лару-тӑрура пурӑнаҫҫӗ: тӗрлӗ учительсем, хӑнӑхман расписани, ҫӗнӗ класс ертӳҫи, ӗҫ хӑвӑртлӑхӗпе калӑпӑшӗ ӳссе пырать тата ытти те.

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 5 "б" класра адаптаципе тата йывӑрлӑхсемпе кӗрешесси вĕренÿ çулĕ пуçламашĕнченех тытăннă, паллах, малалла тӑсӑлӗ. Пĕрремĕш чĕрĕке пӗтӗмлетнӗ май Ф.Р. Ямилева класс ертӳҫи черетлӗ хут хутшӑну культури, хӑйне мӗнле тыткаламалли, килти заданисене мӗнле хатӗрлемелли, ҫавӑн пекех кӗрхи каникула хăрушсăр ирттермелли памяткăсем панӑ.

 Класс сехетĕнче ачасем шкулта, урокра, килте, урамра, халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче хӑйсене мӗнле тытмалли ҫинчен калаҫрӗҫ. Командăсене пайланса сӑмах этикечӗн правилисене йӗркелерĕç. Ҫавӑн пекех пиллӗкмӗш класра вӗренекенсем валли ҫырнӑ памяткăсене вуларӗҫ те сӳтсе яврӗҫ. Ҫак правилăсем пурте ачасен кабинетӗнче стена ҫинче яланах пулӗҫ, вӗсем патне тепӗр хут та таврӑнӗҫ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.

5 класри ачасене тивекен ыйтусене сÿтсе явнă
5 класри ачасене тивекен ыйтусене сÿтсе явнă
5 класри ачасене тивекен ыйтусене сÿтсе явнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: