Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулта "Кам вӑл наркоман?" темăпа занятисем ирттернĕ.
Пӗтӗм Раҫҫейри "Раҫҫей ачисем-2021" профилактика операцийӗн шайӗнче Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти педагог-психолог Л.С. Валиуллина вӗренекенсемшӗн "Кам вӑл наркоман?" занятисем ирттернĕ. Унта анализпа тест, "Тӗрӗс хурав", "Фактсемпе мифсем" вӑйӑсем пулнă.
Мероприятин тӗп тӗллевӗсем - наркотиксемпе иртӗхни мӗнле сиен кӳнине вӗренекенсене ăнлантарасси, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма пулӑшасси; хӑйсен ӗҫӗсем мӗн патне илсе ҫитернине прогноз тума вӗрентесси. Ачасем пурте заняти вӗҫӗнче памяткăсем илнĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн ВКонтакте страницинчен.