Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
29 Ноябрӗн 2021, 12:01

Пишпÿлек вĕренекенĕсем олимпиадăра иккĕмĕш вырăн йышăннă

Финал тапхӑрӗ ноябрӗн 25-мӗшӗнче Стерлитамак хулинче пулса иртнӗ.

Пишпÿлек вĕренекенĕсем олимпиадăра иккĕмĕш вырăн йышăннă
Пишпÿлек вĕренекенĕсем олимпиадăра иккĕмĕш вырăн йышăннă

Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 11 "б" класра вӗренекен Никита Емельянов тата Вадим Макеев УГНТУ-Аврора «Хакатон» шкул ачисен олимпиадин юлашки тапхӑрӗн финалне "Информатика" енӗпе иртнӗ. Финал тапхӑрӗ ноябрӗн 25-мӗшӗнче Стерлитамак хулинче пулса иртнӗ.

Финалистсем пурте командӑна пайланнă. Пирӗн вӗренекенсен командӑна Стерлитамак шкулӗнче вӗренекен тата Ишимбай районӗнчи 8-мӗш класра вӗренекенсен йышне пӗрлештернĕ. Командӑсем пӗр задани илнӗ те 5-шер критерипе ӗҫленӗ. Судьясене ӗҫ кӑтартӑвне куҫ умне кӑларса тӑратмалла пулнӑ. Пур командӑсенчен пӗрне кăна — чи вӑйлине суйласа илнӗ.

—Турнир кӑтартӑвӗсем тӑрӑх пирӗн команда иккӗмӗш пулчӗ. Ачасем сертификатсем илчӗҫ, учитель — тав çырăвĕ. Ачасене малашне ҫитӗнӳсем тата ҫӗнтерӳсем сунатпӑр! Маттурсем! — çыраççĕ шкулăн сайтĕнче.

Сăнÿкерчĕкĕ: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн ВКонтакте страницинчен.

Пишпÿлек вĕренекенĕсем олимпиадăра иккĕмĕш вырăн йышăннă
Пишпÿлек вĕренекенĕсем олимпиадăра иккĕмĕш вырăн йышăннă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: