Çутă çул
+12 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Çамрăк ăру
8 Декабрӗн 2021, 12:55

Пулас специалистсене пахалӑхлӑ хатӗрленӗшӗн тав тунă

Электрификаципе механизаци Пелепей колледжӗн Пишпÿлекри филиалӗнче производство практикинче палӑрнӑ вӗренекенсене чысларӗҫ.  

Пуҫламӑш професси пӗлӗвӗ паракан ятарлӑ вӗренӳ заведенийӗнче вӑтамран 260 яшпа хӗр вӗренеҫҫӗ. Ҫак эрнере савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Пелепей колледжӗн филиалĕнче производство практикинче палӑрнӑ студентсене чысларӗҫ. Вӗсем ытларах ял хуҫалӑх производствин пулас электромонтерӗсем. Виҫӗ класра вӗренекенсене ятарлӑ дисциплинӑпа опытлӑ преподаватель Мажит Шарифуллович Мурзаханов хатӗрлет.

Церемоние район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш заместителӗ, ял хуҫалӑх управленийӗн начальникӗ Артур Амурович Галеев, УСХ инженерĕ Виталий Геннадиевич Ерофеев килнĕ. Ял хуҫалӑх управленийӗн тав ҫырӑвӗсене "Дема" ООО базинче вӗренӳ учрежденийӗн филиалӗн ертӳҫине Ринат Зуфарович Афлятунова, Рустам Гизатуллин, Линар Хакимов, Фаниз Рахимов, Филюз Хабибуллин вӗренекенсене район семинарне хастар хутшӑннӑшӑн пачĕç.

2021 ҫулхи октябрӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа декабрӗн 1-мӗшӗччен Нефтекамскри «ГСИ Спецнефтеэнергомонтажавтоматика» организацире ултӑ вӗренекен — пулас электромеханик производство практики иртнӗ. Вӗсем професси пӗлӗвӗсене тата тӗрлӗ заданисене пурнӑҫлас ӗҫре ӑсталӑхне кӑтартнă. Вĕсем те Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

Тав ҫырӑвӗ хисеплӗ Мажит Шарифуллович ячĕпе те килнӗ.

Залра алӑ ҫупнӑ май Артур Амурович практикантсене тата вӗсен преподавательне Тав ҫырӑвӗсене тыттарчӗ.

Владимир СМОЛОВ.

Сăнÿкерчĕкĕсем: Владимир СМОЛОВ.

Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.

Пулас специалистсене пахалӑхлӑ хатӗрленӗшӗн тав тунă
Пулас специалистсене пахалӑхлӑ хатӗрленӗшӗн тав тунă
Пулас специалистсене пахалӑхлӑ хатӗрленӗшӗн тав тунă
Пулас специалистсене пахалӑхлӑ хатӗрленӗшӗн тав тунă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: